Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Октябрьскисем пур енĕпе те малта

Асăннă ял тăрăхне 7 ял кĕрет, Октябрьски, Акшик, Истереккасси, Туппай Ĕсмĕл, Кивĕ Тукай, Малти Пукаш, Хурăнъял. Вĕсенче кашнинчех савăнмалли те, шухăшламалли те, çитменлĕхсем те пур, паллах. Ялсен аталану çул-йĕрне Октябрьски ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем, Владимир Федотович Кураков ертсе пынипе, тимлĕн тытса пыраççĕ. Пур ĕçе те вĕсем тĕлĕср-палсăр мар, малтанах плана кĕртсе пурнăçласа пыраççĕ. Çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме тăрăшаççĕ. Ку ĕнтĕ пĕтĕмпех Владимир Федотович пĕлсе ертсе пынинчен килет. Вăл паянхи кунпа çеç çырлахмасть, ялсен малашнехи аталанăвĕшĕн ырми-канми вăй хурать. Сире, вулакансем, кунти ĕçсем çинчен тĕплĕнрех паллаштарар-ха. Октябрьскисем чăннипех те малта пыраççĕ. Урамсене çутăпа тивĕçтерессине те пĕрремĕш пуçăннă вĕсем. "Унччен çак ыйтăва татса пама бюджета 300 пин тенкĕ хывнă пулсан, вăл çулталăка çитместчĕ. Владимир Федотович перекетлекен лампăсем çине куçма шутларĕ. Ĕçе тытăниччен кашни ялтах халăха пухса калаçрĕ. Старостăсен тỹпи те пысăк ку ĕçре, вĕсем нумай пулăшрĕç. Кăçал бюджета 250 пин тенкĕ çеç хывса хăвартăмăр, перекечĕ пуррине туятпăр", - терĕ Л.Далызина специалист-эксперт. Паянхи куна 6 яла çутăпа тивĕçтернĕ, халĕ Акшик ялĕнче пырать çак ĕç, унта та кĕçех вĕçлемелле. Кирек хăш ялта та канăç паман тепĕр ыйту вăл - халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтересси. Ăна та ку тăрăхра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пурĕ 8 шыв башни, вĕсенчен 3 Октябрьски ялĕнче. Акшикре вара хальлĕхе çук-ха, унта кулата е çăл шывĕпе усă кураççĕ. Проекчĕ хатĕр иккен, апла пулсан çитес çулсенче хута ярассине шанма пулать. Пĕр насус сапасра та тытасшăн-ха вĕсем, ăна валли 35 пин тенкĕ уйăрнă. Ара, ванасси те пулать-çке, халăх шывсăр ларасран пăшăрханать пуçлăх. "Хăш чухне шыв пăрăхĕ шăтса каять. Эпир çынсене шыв чарасси çинчен малтанах асăрхаттаратпăр. Юсав ĕçĕсене тума яланах Валерий Владимирович Солина чĕнетпĕр. Алли-ури ăста, ĕçе пĕлсе те тĕплĕ тăвать", - ырăпа палăртса хăварчĕ Лариса Геннадьевна хăйсене пулăшакана. Кун пек пăтăрмах сиксе тухсан, чăн та ĕнтĕ, пулăшакансем ытларах та кирлĕ, анчах та хастарлăх кăтартакансем сайрарах иккен. Ял тăрăхĕн администрацийĕ халăх та хăй енчен активлăрах пуласса, йывăрлăхра пулăшу парасса шанать. Шывĕ хамăрах кирлĕ-çке, эппин, мĕншĕн айккинче пăхса тăмалла, пырса туса парасса кĕтмелле. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче ял тăрăхне кĕрекен пур ялсенчи шыва илсе лаборатори тĕпчевĕ ирттернĕ. Шыв пахалăхĕ пур çĕрте те ГОСТ ыйтнине тивĕçтерет. Ĕçĕ нумай, пурте йышпа тумаллисем. Сăмахран, кăçал шыв башнисем тавра сыхлав зони тума палăртнă, карта тытса çавăрмалла. "Ĕçсене вăхăтрах пурнăçлама тăрăшатпăр. 8 башня çĕрне межевани тунă, кадастр учетне тăратнă, тăваттăшне ял администрацийĕн харпăрлăхне куçарнă, тепĕр тăваттăшне çитес вăхăтра куçаратпăр", - пĕлтерчĕ Н.Тарасова специалист. Ку ял тăрăхĕнче кирек мĕнле ĕçе те вăхăтра тата ăнăçлă пурнăçлаççĕ. Çĕр ыйтăвне хускатас пулсан та, тăрăшса вăй хуни курăнать. 1276 çĕр пайĕнчен 132 уйрăм çынсен, ыттисене пурне те харпăрлăха куçарнă, сутма тăратнă. Пурпĕр вĕсем пушă выртмаççĕ, çумкурăк та пусса лартман, тырпул е нумай çул ỹсекен курăк çитĕнет. Ахальтен мар октябрьскисем Россельхознадзор тĕрĕслевĕ витĕр çăмăллăнах, пĕр асăрхаттарусăр тухнă. Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те нумай ĕçлеççĕ. Октябрьски ялĕнче çеç 28 контейнер вырнаçтарнă, çỹп-çапа икĕ эрнере пĕрре машинăпа ăсатаççĕ. Ĕçе ытти ялсенче те çак майпа йĕркелес тĕллевпе çу уйăхĕн пуçламăшĕнче Владимир Федотович тепĕр 6 ял халăхĕпе те пухусем ирттернĕ. "Таса кĕçнерникун" акцие октябрьскисем пĕре те сиктермеççĕ, кашни эрнерех хутшăнаççĕ. Çул ыйтăвне те айккине сирсе хумаççĕ. Паянхи куна 3 ялта (Октябрьски, Малти Пукаш, Истереккасси) çулсене щебень сарма палăртнă. А.Абрамов предпринимательпе контракт тунă. Ун ĕçне те кунта ырăпа çеç асăнаççĕ. "Калатăн та, самантрах ĕçе пуçăнать. Хĕлле те çулсене тасатса тăрать. Питĕ лайăх ĕçлет", - терĕ ун пирки Надежда Анатольевна специалист. Никам пурăнман юхăнса ларакан çуртсене инвентаризацилесси те çак вăхăтра тумалли ĕç. Хуçи çуккисене суд йышăнăвĕпе администраци харпăрлăхне куçараççĕ. Эткерçисем пулсан, вĕсене шыраса тупмалла, çырусем хатĕрлемелле. Çынсен культурăллă пурнăçне те аталанта-рассишĕн нумай вăй хуни курăнать. Пĕлтĕр кăна Октябрьскинче районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ А.Кузнецов пулăшнипе спорт площадки туса лартнăччĕ. Унпа юнашарах кăçал, ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кураков тăрăшнипе, ача-пăча площадки "ỹссе ларнă". Ачасен канăвне усăллă йĕркелеме 80 пин тенкĕ тăкакланă. Халĕ ниме йăлипе ашшĕ-амăшĕсем ун тавра карта тытаççĕ. Мĕн чухлĕ ĕç пуçăнман пулĕ, ĕлкĕрме те çук пек, анчах пурте вĕсем кал-кал пыраççĕ. Ку çеç те мар, малашлăха та çирĕппĕн пăхать пуçлăх. Чиркỹ те туса лартасшăн, Культура çуртне те юсасшăн, Малти Пукашра Енĕш шывĕ урлă каçма çакăнса тăракан кĕпер тума тата ыттине те палăртнă. "Халăх пирĕнпе пĕр шухăшлă пулсан, пире пулăшса пырсан асăннă ĕçсене Владимир Федотович ертсе пынипе пурне те пурнăçлатпăр. Вăл кирек мĕнле ĕçе те халăхпа канашласа тăвать, çынсем те унпа пĕр каварлă", - терĕç администраци ĕçченĕсем. \

Н.КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
29 мая 2017
16:17
Поделиться