Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Инвесторсемшĕн лайăх

Çак кунсенче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ ыйту пăхса тухнă. Инвесторсем валли республикăра çĕнĕ çăмăллăхсем пулĕç. Чăн та, пурин валли те мар, вĕсемпе пысăк инвесторсем - 50 миллион тенкĕрен пысăкрах инвестици хывакансем - усă курма пултарĕç. Тивĕçлĕ саккуна улшăнусем кĕртессине Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕнче ырларĕç. Сăмах çавнашкал организацисене пурлăхшăн илекен налукăн 50 процентĕнчен хăтарасси пирки пырать. Çавăн пекех ялхуçалăх продукцийĕ туса илекен предриятисен те çăмăллăхсем пулаççĕ - саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусене парламент ырласан вĕсен организацисен пурлăхĕшĕн илекен налука вуçех те тỹлемелле пулмĕ. "Хыпар" хаçатран.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
29 мая 2017
16:20
Поделиться