Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хастар ялкорсенчен пĕри пулнă

"П.Герасимов, ялкор", - тесе алă пусса 1946 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа 1991 çулхи утă уйăхĕччен Петр Алексеевич Герасимов хăйĕн статйисене район хаçатĕнче кăларса тăнă. 45 çул хушши вăл райхаçатпа тачă çыхăну тытнă. Малтанах "Пищевик", "Молния" колхозсенчи, кайран "Дубовский", "Дружба" совхозсенчи лару-тăру çинчен, Ăстакасси, Кĕçĕн Ăстакасси тата Чермĕш ялĕсенче пурăнакан çынсем тата вĕсен кулленхи пурнăçĕпе ĕçĕсем çинчен районти "Ленин ялавĕ" хаçата çырса тăнă. Кунсăр пуçне тата вăл вырăнти хуçалăхра тухса тăракан "Вăйлă тырпулшăн" стена хаçачĕн тĕп редакторĕ те шутланнă. Кам тата мĕнлерех çын пулнă-ха вăл Петр Алексеевич. Тĕплĕнрех тепĕр хут паллаштарар-ха унпа, мĕншĕн тесен вăл çĕре кĕнĕренпе 26 çул çитнĕ, çавăнпа чылайăшĕ ун çинчен манма та пултарнă. Петр Алексеевич Герасимов 1924 çулхи юпа уйăхĕнче хамăр района кĕрекен Чермĕш ялĕнче çуралнă. Ялти шкул хыççăн Кĕçĕн Ăстакассинчи 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă. Ун хыççăн нумай та вăхăт иртмен - ашшĕ вилсе кайнă. Петĕр çемьере чи асли пулнă. Унсăр пуçне тата 5 ача ашшĕсĕр тăрса юлнă. Петьăпа амăшĕн çак ачасене пăхса ỹстерме тивнĕ. Темĕн пек малалла вĕренме каяс тесен те вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама пултарайман. Ирĕксĕрех "Пищевик" колхозăн çамрăк колхозникĕ пулса тăнă, суха тунă, тырă акнă, колхоз выльăхĕсем валли утă, силос хатĕрленĕ, тырă пухса кĕртнĕ, авăн çапма тухнă. Çавăнпа 2 шăллĕ, 3 йăмăкĕ выçă ларман, шăллĕсем те ỹснĕçемĕн ĕçе хутшăнма пуçланă. Çапла йывăр ĕçре пиçĕхсе ỹснĕ пулас ялкор Петр Алексеевич. 1942 çулхи чỹк уйăхĕнче ăна Тăван çĕршыв Аслă вăрçине илсе каяççĕ, вăл тỹрех фронта лекет. 1943 çулта Курск хули патĕнче нимĕçсемпе çапăçăва кĕрет. Унта вăйлă аманнă хыççăн чылай вăхăт хушши госпитальте выртать. Сывалса тухсан каллех çапăçăва тухса каять. 1944 çулхи çурла уйăхĕнче "Ясско-Кишиневская" операцине хутшăнать. Çав çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн ăна 1-мĕш степеньлĕ Отечествăлла вăрçăн орденĕпе наградăланă. Хăрах урасăр инвалид пулса тăнă пирки вăрçă пĕтичченех П.Герасимов фронтовик тăван яла таврăнать. Унăн кăкăрне ун чухне 2 орденпа 2 медаль илем кỹнĕ. Тăван ялта Петр Алексеевич вырăнти "Пищевик" колхозра счетоводра ĕçлеме пуçлать. Çав вăхăтрах "Вăйлă тырпулшăн" стена хаçатне те кăларса тăнă. Çỹлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, 1946 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа район хаçатĕнче унăн статйисем кун çути курма тытăннă. Петр Алексеевич пысăк статьясем çырман. Унăн кĕске информацийĕсене вуласа тухнă хыççăн вăл пурăнакан çывăхри ялсенчи тата хăй ĕçлекен хуçалăхри ĕçсем еплерех пыни çинчен пĕлме пултарнă.Ăна ялсенчи çынсен пурнăçĕ тата хуçалăхри ĕçсем пур енчен те кăсăклантарнă, вырăнти хуçалăхра лару-тăру лайăх пынă чухне хуçалăх пуçлăхĕсене ырланă, япăх чухне - хурланă. 1958 çулта Петр Алексеевича хаçат ĕçне активлă хутшăннăшăн Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă. Нумай вĕренме май килмен пирки активлă ялкор хăйĕн пĕлĕвне ỹстерес тесе "Советская печать", "Рабоче-крестьянский корреспондент" журналсене тата хаçатсене çулсеренех çырăнса илнĕ. 1965 çулта КПСС парти райкомĕн Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулнă. Чăваш Республикинчи союзпичет уйрăмĕ те П.Герасимова 1962 çулта библиотекăпа чысланă. 1991 çулта Петр Алексеевич республикăри обществăлла корреспондентсен V съездне делегат пулса хутшăннă. Пĕтĕмĕшле илсен, Петр Алексеевич Герасимов район хаçатĕнче пичетленсе тухнă статйисене 5 альбома çыпăçтарса вырнаçтарнă. Унăн юлашки статйисем 1991 çулта "Лето на ферме" тата "Вести из совхоза "Дубовский" ятсемпе пичетленсе тухнă. Ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсемпе вĕсен ачисем халĕ те тепĕр чух çав альбомсенчи статьясене вуласа çывăх çыннине аса илеççĕ. Н.ИВАНОВ, краевед.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
29 мая 2017
16:21
Поделиться