Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Георгий атте, "Уява пĕр-пĕрне хисеплесе ирттерер"

Çимĕкчен вăхăт нумай юлмарĕ. Тепĕр икĕ эрнерен пирĕнтен кашниех тенĕ пек çак авалхи уявăн йăли-йĕркине тĕпе хурса, ăна паллă тума тăрăшать. Халĕ районти мĕнпур ял хутлăхĕсенче çăва-масарсене тирпей-илем кĕртес тĕллевпе субботниксем йĕркелесе ирттереççĕ. Сĕнтĕрвăрри хулинче те иртнĕ шăматкун çакăн пек мероприяти пулчĕ. Унта район, хула администрацийĕсен ĕçченĕсем, вĕренỹ заведенийĕсенче вăй хуракансем, çавăн пекех уйрăм çынсем хастар хутшăнчĕç, хула масарĕ çинчи çỹп-çапа пуçтарчĕç, унта тирпей-илем кĕртрĕç. Калас пулать, Çимĕк çулталăкри чи янравлă уявсенчен пĕри шутланать. Çавăнпа пирĕн ун çинчен ылтарах та ытларах пĕлес килет. Шăпах çак тĕллевпе эпĕ хулари Хусан Турă амăшĕн турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕпе Георгий аттепе курса калаçрăм. - Георгий атте, калăр-ха, тархасшăн, ку уява пирĕн мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илмелле. - Çимĕк. Çак сăмах халăх сăвви-юррисенче те час-часах тĕл пулать. Авалтан Çимĕке мăнкунтан çичĕ эрне шутласа уявлатпăр. Çимĕк йăли-йĕрки вăхăтĕнче пĕтĕм йăх-несĕле асăнатпăр, пурин кун-çулне те аса илетпĕр. Вĕсене йĕркеллĕ кĕтсе илме таса чун-чĕрепе, ырă ĕмĕт-шухăшпа, суяран тухса, мăнкăмăллăхпа сĕмсĕрлĕхрен хăпса çуталатпăр. Çăва çинче вара çывăх çынсен вилтăприсене тирпейлемелле, типĕ çумкурăка, тĕрлĕ çỹп-çапа, хăрăк туратсене пуçтармалла. Тĕссĕрленнĕ хĕрессене сăрламалла. Сĕтел тата саксем те тума тăрăшаççĕ çынсем юлашки вăхăтра. Тăпра йăтăнман-и, хĕресĕ чалăшман-и - тата ытти çавăн йышши ĕçсем тумаллах. Пĕр сăмахпа каласан, çимĕк çывхарнă тĕле йĕрке тумаллах. - Каçарăр та, тепĕр чухне Çимĕкре йăваланичченех ĕçсе ỹсĕрлекенсем те пулкалаççĕ-çке. Хăшĕсем тата çăва çинчех çĕр каçаççĕ. Çак киревсĕр пулăм пирки мĕн каланă пулăттăр Эсир. - Çимĕк чухне никама та кичем пулни, салху çỹрени килĕшмест - савăнăçлă, уçă кăмăллă пулни кăна вырнаçуллă. Леш тĕнчери тăван-пĕтене те эпир ĕçсе ỹсĕрĕлни килĕшмĕ. Вĕсене пирĕн лайăхпа, хамăра йĕркеллĕ те тирпейлĕ тытса асăнмалла. Пурнăçа таса, чыслăн пурăнмалла. Сăра-эрехпе ытлашши иртĕхни - пысăк çылăх. Турра кĕл туса, ватăсен ырă ĕмĕчĕ-шухăшĕсене аса илсе малалла тивĕçлĕ пурăнма тĕв тумалла. - Манăн тата çак ыйтăвăн тупсăмне те пĕлес килет, уяв кунĕ симĕс йывăç-курăкпа чиркỹсене, çуртсене илемлетесси ăçтан пуçланса кайнă. - Ку йăла йĕрке тăрăх çак вăхăтра çутçаналăкра та, çын организмĕнче те пире куçпа курăнман улшăнусем пулса иртеççĕ. Çимĕкре ваттисен пĕтĕм вăй-хăвачĕ çĕр çине ỹсентăранăн çĕнĕ хунавĕпе, чечекĕпе тухать, пирĕн пата ăнтăлать. Ваттисем пире çывăх пулччăр тесе, пире хỹтлĕх паччăр тесе курăк-чечеке, йывăç турачĕсене кил таврашне вырнаçтаратпăр. - Уяв умĕн çамрăксене мĕн вĕрентсе каланă пулăттăр Эсир. - Малтанах çывхарса килекен Çимĕк уявĕ ячĕпе Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче пурăнакансене пурне те саламлатăп, ыррине кăна сунатăп. Çамрăксене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, çемье чăмăртама сунатăп. Çимĕкре эрех-сăрапа алхасмалла марри çинчен уйрăмах палăртса каласшăн. Кашни çыннăн хăй хыççăн çăва çинче тирпейлĕх хăвармалла. Асăннă хыççăн юлнă кĕленче, пластик савăтсене пуçтарса тухмаллине те асăрхаттарса хăварас килет. Çынна вара çĕр çинче чух хисеплемелле, ырă тумалла, хаклама тăрăшмалла. Хăйне юрăхлă çынна Аслă Турă хỹтĕлесе пырĕ. - Тавах Сире, Георгий атте, уçă калаçушăн.

С.ЕГОРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
22 мая 2017
11:28
Поделиться