Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Кăтартусем пĕлтĕрхи шайрах

Кăçалхи çулăн малтанхи тăватă уйăхĕнче районти ЗАГС пайĕ ача çурални çинчен 59 акт çырнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта та 59 ача çуралнă пулнă. Районти çемьесенче 29 арçын ача тата 30 хĕрача çут тĕнчене килнĕ. Пĕр çемьере йĕкĕрешсем те çуралнă. Тепĕр çемьере вара 9-мĕш ача çуралнă. Çỹлерех асăннисенчен 18 ача ашшĕ-амăшĕ çырăнман çемьесенче кун çути курнă. Çĕнĕ çемье çавăрасси те иртнĕ çулхи кăтартупа пĕр шайрах, пĕлтĕр те, кăçал та 4 уйăх хушшинче 26 мăшăр пĕрлешнĕ. Опекă органĕ ирĕк панипе пĕр хĕр 18 çула çитмесĕрех качча тухнă. Асăннă тапхăрта 24 çемье уйрăлнă. Вĕсенчен 23-шĕ суд йышăнăвĕпе килĕшỹлĕн, пĕр çемье - мăшăрсен килĕшĕвĕпе. Палăртса хăварар, ку çемьесенче çул шутне çитмен ачасем çук. Чи анлă сарăлнă тĕслĕх вăл - çулталăкран пилĕк çул таран пурăннă хыççăн уйрăлни. Ун пеккисем пирĕн районта 10 мăшăр. 5-рен вунă çул таран пурăннă 5 çемье те арканнă. 10 çултан пуçласа 25 çулччен пĕрле пурăннă 5 çемье умĕн те "хура кушак" каçса кайнă. 25 çул пĕр-пĕрин куçĕнчен пăхса пурăннă 2 мăшăрăн та малалла çемьене тытса пыма хевти çитеймен. Тĕлĕнмелле те, икĕ çемьере юрату хĕлхемĕ вăй илсе пырас вырăнне сỹнме те ĕлкĕрнĕ, çамрăксем пĕрле çулталăк та пурăнайман. Çемье арканнин сăлтавĕсем, мăшăрĕн шанчăксăрлăхĕ, пĕрлĕхлĕ ачасем çукки, укçа-тенкĕ çитсе пыманни, мăшăрсен-чен пĕри алкоголизм чирĕпе чирлени, пурăнмалли уйрăм çурт-йĕр çукки, шухăшламасăр çемье çавăрни. Кăрлачпа ака уйăхĕсенче 62 арçынпа 61 хăрарăм пурнăçран уйрăлнă. Н.СЕМЕНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
15 мая 2017
17:15
Поделиться