Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Черетлĕ лару иртрĕ

Кĕçнерникун район пуçлăхĕ Н.Николаев ертсе пынипе районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников тата район прокурорĕн тивĕçне пурнăçлакан В.Соловьев хутшăнчĕç. Экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ С.Краснова тĕрлĕ ыйтусемпе тухса калаçрĕ. Чи малтанах "Чăваш Рес-публикинчи Сĕнтĕрвăрри районĕн харпăрлăхĕнчи муниципаллă пурлăха приватизацилессин 2017 çулхи планне çирĕплетесси çинчен" йышăнăва улшăнусем кĕртесси çинчен калаçрĕç. Тепĕр ыйтăвĕ - хăйсен ĕç-хĕлне Сĕнтĕрвăрри районĕн территорийĕнче пурнăçлакан ялхуçалăх продукцине туса илекенсем пирки пулчĕ. Çавăн пекех депутатсем çак ыйтусене те пăхса тухрĕç, пурлăха Сĕнтĕрвăрри районĕн муниципаллă харпăрлăхĕнчен Сĕнтĕрвăрри хула тăрăхĕн муниципаллă харпăрлăхне куçарасси, пурăнмалли пỹлĕме ятарлă çурт-йĕр фондне кĕртесси. Финанс пайĕн пуçлăхĕ С.Иванова хăйĕн сăмахĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнче налуксене йĕркелесси çинчен калакан Положение кĕртмелли çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Ларура пур ыйтупа та депутатсем тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.

Ю.СМЕЛОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
15 мая 2017
17:15
Поделиться