Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тереховсем - Шупашкарти уявра

Нумаях пулмасть Шупашкарти Наци библиотекин скверĕнче вырнаçнă И.Я.Яковлев палăкĕ умĕнче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă митинг-концерт иртрĕ. Унăн программине хатĕрлес ĕçе Шуршăлти Культура çурчĕн ĕçченĕсем Еленăпа Михаил Тереховсем активлă хутшăнчĕç. "Звездный" ташă ансамблĕн театрализациленĕ постановкинче вĕсем тĕп роле вылярĕç. Хăйĕн историйĕпе культурине асра тытса пурăнакан халăх кăна чĕрĕ пулма пултарать текен шухăша палăртрĕç вĕсем. Ачисемпе ашшĕ-амăшĕсен хутшăнăвĕ ăрусене çирĕплетет, çав çыхăнăва татăлма памасть. Митинга пухăн-нисем, тĕп хуламăрта пурăнакансемпе хăнасем кашни çын пурнăçĕнче пулса иртекен паллă самантсене, çемье воспитанийĕн хаклăхĕсене тепĕр хут курса ĕненчĕç. Хăйсене тăван халăхăн ырă та пуян йăли-йĕркисемпе çывăхланма май туса панăшăн артистсене чунтан тав турĕç.

В.ИВАНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
10 мая 2017
15:42
Поделиться