Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Уявсене хатĕрленсе

Умра - Çуркунне тата Ĕç, Аслă Çĕнтерỹ кунĕн уявĕсем. Паллах, пĕрремĕш праçник хăйĕн ячĕпех ĕç хисепре пулнине, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе тỹпе хывма кирлине аса илтерет. Уйрăмах Аслă Çĕнтерỹ кунĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак уява пур çĕрте те тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Халĕ пирĕн районта Тăван çĕршывăн вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăксене, вĕсем тавра тытнă картасене юсаса çĕнетес, çывăхри территорие тирпей-илем кỹрес, чечексем лартас тĕлĕшпе анлă ĕç пырать. Паян вара пур çĕрте те Пĕтĕм Раççейри субботник иртет. Район тата хула администрацийĕсен, хулари бюджет организацийĕсен тата предприятисен ĕçченĕсем СĔНТĔРВĂРРИНЧИ çăва çинче тирпей-илем тăвассипе тăрăшаççĕ. Урамсене, парксене тасатассипе, клумбăсем çинче чечексем лартассипе кашни кунах ĕç кал-кал пулса пырать. Паллах, хулара вырăнĕ-вырăнĕпе çỹп-çап куписем пур-ха, анчах та вĕсене те Çĕнтерỹ кунĕ çитиччен илсе тухасса шанас килет. Ял тăрăхĕсенче те вăрçă паттăрĕсене халалласа лартнă палăксене юсассипе тата сăрлассипе, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе çине тăрса ĕçлеççĕ. ЧĂНКАССИ ял тăрăхĕнче 6 палăк шутланать. Вĕсене йĕркене кĕртме ял тăрăхĕн администрацийĕн, Чăнкассинчи Культура çурчĕн, вырăнти вăтам шкулăн, вулавăшăн ĕçченĕсем, шкул ачисем, ял хутлăхĕн Пухăвĕн депутачĕсем, ял старостисем, кунти ялсенче пурăнакансем хастаррăн хутшăнаççĕ. Çывăх кунсенче çăвасене тирпейлессипе субботник ирттерме палăртнă. "Таса кĕçнерникун" акцие те ку тăрăхра пурăнакансем активлăн хутшăнаççĕ. Шкул çывăхĕнчи территори вара яланах чечексемпе куçа тыткăнлать. Ялти Культура çурчĕн художество ертỹçи Н.Титова пĕлтернĕ тăрăх, ял халăхĕ ĕçлеме çеç мар, канма та пĕлет - çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче ку тăрăхра пурăнакансем валли уяв концерчĕ пулать. ШĔНЕРПУÇ ял хутлăхне кĕрекен кашни ялтах вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк пур. Пĕлтĕр вĕсене пурне те тĕпрен юсанă, сăрланă. Кăçал вара палăксене йĕркене кĕртме нумай вăй хумалла мар. Çапах та палăксем çывăхĕнче тирпей-илем тăвассипе кунта тăрăшса ĕçлеççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем субботниксене ял халăхне явăçтарассипе тимлеççĕ. И.ВАСИЛЬЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
02 мая 2017
17:31
Поделиться