Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Шар кăтартать пĕчĕк кăпшанкă

Сиен кỹрекен тата хăвăрт сарăлакан нăрăсем тапăннă ỹсентăрана тĕп тума тивни чуна ыраттарать, чечекĕсем пĕрре пăхма хитрипех-çке. Вĕсенчен хăтăлмасан сăтăрçăсем тепĕр чечексене куçаççĕ. Кăçал хризантемăсенче тупса палăртнă Анăç (Калифорни) чечек трипсĕ нимле ỹсентăрана та тиркемест. Чечек илемне çухатать, "чиперкке" майĕпен хăрса пырать. Çимĕç паракан культурăсен тухăçĕ палăрмаллах чакать. Кашни çулах ку сăтăрçă специалистсен куçĕ тĕлне пулать. Хризантема ытларах чухне шар курать. Сăтăрçăсем шăпах çак "чиперккене" кăмăллаççĕ те. Кăçал ку сăтăрçа Мускавран илсе килнĕ чỹлмекри чечекре асăрханă. Документсем тăрăх вара ăна Нидерланд-ранах илсе килнĕ иккен. Иртнĕ çул Итали хризантеминче те трипс курăннă, ỹсентăран ушкăнне çунтарма тивнĕ. Вĕтĕ, анчах та çав тери усал хурт-кăпшанкăран шар курас мар тесен сутуçăран пахалăха ĕнентерекен документсем ыйтмалла.

Н. ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзор управленийĕн ĕçченĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
24 апреля 2017
10:02
Поделиться