Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Чунĕпе ватăлмасть

Валентина Васильевна ФЕДОРОВА Услă Пукашра çуралнă. Хуракассинчи шкула пĕтерсен вăл Шупашкара ĕçлеме вырнаçнă. Кунтах ашшĕ те - Василий Осипович - ĕç вырăнĕ тупнă. Вĕсем пĕр хваттерте пурăннă. Бухгалтерсен курсĕнчен вĕренсе тухсан Валя хăй специальнăçĕпе нумай ĕçлеймен. Ун чухне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă, хĕре Çармăс енне торф кăларма янă. 1944 çулта ăна телеграфистсен курсне илнĕ. Вăл Чĕмпĕрте 4 уйăх телеграфиста вĕреннĕ, ун хыççăн Вальăна фронта илсе кайнă. Вăрçă вĕçленсен хĕр яла таврăннă, 10 çул хушши вырăнти хуçалăхра дояркă-ра вăй хунă. Качча тухнă хыççăн Звенигово хулине пурăнма куçнă, 42 çула яхăн хулари больницăра ĕçленĕ. Ветеран халĕ хĕрĕпе Шупашкарта пурăнать. Унăн кăкăрне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 2-мĕш степеньлĕ орденĕ, 12 медаль илемлетеççĕ. Услă Пукашпа Çĕньял Пукашра Валентина Васильевнăн йăмăкĕсем пурăнаççĕ. Вĕсем 90 çула çитсе пыраççĕ ĕнтĕ. Малтан пĕртăвансем пĕр-пĕрин патне час-часах хăнана çỹретчĕç. Халĕ ĕнтĕ çулĕсене пула сайра-хутра тĕл пулаççĕ. Тĕл пулсан вара вĕсен аса илмелли нумай. А.МАКСИМОВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
24 апреля 2017
10:01
Поделиться