Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Техника тĕрĕслевĕ пырать

Çураки пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Халĕ ялхуçалăх предприятийĕсем тата хресченпе фермер хуçалăхĕсем умĕнче тăракан тĕп задачăсенчен пĕри - тракторсемпе хăй тĕллĕн çỹрекен техникăна юсаса хатĕррисен шутне, ăна техника тата пушар хăрушсăрлăхĕн хушăвĕсен шайне лартасси. Иртнĕ ытларикун районта кашни çул çураки умĕн ирттерекен техника тĕрĕслевĕ (техосмотр) пуçланчĕ. Яланхи пекех, ăна Сĕнтĕрвăрринчи технологи техникумĕнчен тытăнчĕç. Ку вĕрентỹ учрежденийĕ вуншар çул хушши ĕнтĕ ялхуçалăх валли специалистсем хатĕрлет. Çакна валли унăн пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕп теме пулать. Шел те, юлашки çулсенче техникумăн çĕнĕ йышши тракторсем туянма вăй çитмест. Çапах та кунта мĕнпур пуянлăха перекетлĕн упраççĕ, юсасах, тирпейлесех тăраççĕ. Калас пулать, паянхи кун техникумра 400 ытла çамрăк вĕренет. Кунта 24 вĕрентỹ кабинечĕ, 2 лаборатори, 6 мастерской, машинăпа çỹреме вĕрентмелли лаптăк, пĕр автотрактородром шутланать. Унăн балансĕ çинче 17 трактор, 26 автомобиль, 3 комбайн тăрать. Вĕренỹ хуçалăхĕ 208 гектар лаптăк йышăнать. Пĕр гектар çинче столовăй валли пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ. Туса илнĕ тырпула халăха сутаççĕ. Паллах, техникум умĕнчи тĕп тĕллев хуçалăх ĕçĕ мар. Студентсене техникăпа ĕçлеме вĕрентесси - акă мĕн малти вырăнта. Çапах та пĕри тепĕрне ура хумасть. Чăваш Республикин Патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ Е.Еландаев, аслă патшалăх инспекторĕ - Çĕрпỹ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсемпе ĕçлекен патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Ю.Григорьев асăннă вĕрентỹ учрежденийĕн хатĕррисен ретне кăларса лартнă тракторĕсемпе прицепĕсене тĕплĕн тĕрĕслерĕç. Вĕсене ку ĕçе тума техникум директорĕн çумĕ П.Михайлов тата вĕрентỹ мастерĕсем пулăшрĕç. Тĕрĕслев витĕр 13 техника тухрĕ. Инспекторсем уйрăмах тракторсен тормоз, руль, çутă паракан системисем мĕнле ĕçленине, пĕрремĕш пулăшу памалли аптечка, сỹнтермелли хатĕр (огнетушитель), техника çумне çирĕплетнĕ çынсен ятарлă документсем пуррине пысăк тимлĕх уйăрчĕç, кăлтăксем тупсан вĕсене пĕтермелли сĕнỹсем пачĕç. Тĕрĕслев шайне ятарлă диагностика приборĕсемпе усă курни те çĕклерĕ. Сăмахран, инспекторсем люфтомерпа тата дымомерпа усă курчĕç. Кăçалхи çула Раççейре Экологи çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавăнпа та республикăри хăй тĕллĕн çỹрекен техникăна тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекцийĕ те трактор двигателĕсенчен тухакан тĕтĕм тытăмне виçме тĕллев лартнă. Комисси членĕсем, дымомерпа усă курса, икĕ тракторăн двигателĕсенчен тухакан тĕтĕмри каяшсем нормативран пысăкрах пулнине асăрхарĕç. Паллах, тĕтĕм тытăмĕ чылай фактортан килет, усă куракан топливо пахалăхĕнчен, двигателе вăхăтра пăхса, юсаса, мотор çăвне вăхăтра улăштарса тăнинчен тата ыттинчен те. Унсăр пуçне, техника тĕрĕслевĕ епле иртнине "Машинăпа трактор паркне техника енчен пăхса тата юсаса тăракан мастер" профессине илме хатĕрленекен пĕрремĕш курсри студентсем те тимлĕн сăнарĕç. Патшалăх инспекторĕсем вĕсене, ытти техника тĕрĕслевĕн вăрттăнлăхĕсене уçса панисĕр пуçне, диагностика ирттермелли приборсемпе мĕнле тĕрĕс усă курмаллине ăнлантарчĕç тата кăтартрĕç. Студентсемшĕн ку чăннипех те питĕ усăллă урок пулчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, хатĕррисен ретне лартнă техника юсавлă пулни палăрчĕ. Пĕчĕк кăлтăксене вара тракторсемпе механизмсен хуçисем çитес вăхăтрах пĕтерме шантарчĕç. Çитес кунсенче техника тĕрĕслевĕ районти ытти ялхуçалăх предприятийĕсенче тата хресченпе фермер хуçалăхĕсенче иртĕ.

И.ВАСИЛЬЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
10 апреля 2017
16:30
Поделиться