Космос паттăрне сума суса
Космонавтика кунне халалланă уяв пирĕн районшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ пĕрремĕш чăваш ывăлĕ А.Г.Николаев (вăлах виççĕмĕш космонавт та) пирĕн район çынни-çке! Ахальтен мар уява Шуршăлта çулсеренех анлăн паллă тăваççĕ. Çак кунсенче ку енĕпе ĕçлекен оргкомитет хăйĕн ларăвне ирттерчĕ. Унта мероприятисен планне сỹтсе яврĕç. Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче А.Г.Николаевăн Мемориаллă комплексĕ умне сумлă хăнасем, шкул ачисем, район çыннисем пухăнĕç. Планпа палăртнă тăрăх çав кун çамрăк космонавтсен флешмобĕ, вĕсен республика шайĕнчи 13-мĕш слечĕ, кадетсен плац-концерчĕ, квест-вăйă пулмалла. Çавăн пекех куравсем ĕçлĕç, пухăннисем музейре документлă фильм пăхма пултарĕç. Уява халалласа йăлана кĕнĕ ытти мероприятисем те пулĕç. Паян Сĕнтĕрвăрринче волейбол турнирĕ пулать. Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче вара Çĕнĕ Шупашкартан Шуршăла çити "Солнце на спицах" велочупу иртĕ.
Е.ДЕМЬЯНОВА.