Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăваш драма театрĕ юбилее хатĕрленет

Халăхăмăрăн тымарĕ аваллăха илсе çитерет, çавăнпа унăн историйĕ пуян та кăсăклă. Шурă Шупашкара туса хунăранпа кĕçех 550 çул çитет. Çав вăрăм çул çинче савăнăçĕ те, хуйхи те сахал мар пулнă. Эпĕ вара уява хатĕрленнĕ май лайăххи çинче кăна чарăнасшăн. Чăн та, 550 çул хушшинче тĕп хуламăр тĕпрен улшăнчĕ. Юлашки çĕр çулне илес пулсассăн та мăнаçланмалли сахал мар. Сăмахран, килес çул Чăваш академи драма театрне туса хунăранпа 100 çул çитет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев çак уява хатĕрленесси çинчен иртнĕ çулхи чỹк уйăхĕн 9-мĕшĕнчех Указ кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн хатĕрленỹ комитетне те йĕркеленĕ. 2017-2018 çулсенче туса ирттермелли мероприятисен планне йышăннă. Икĕ çул хушшинче драмтеатр гастрольпе Мускав, Санкт-Петербург, Хусан тата чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсене çитме палăртнă. Çавăн пекех тĕрлĕ куравсем, тĕлпулусем, литературăпа музыка каçĕсем йĕркелĕç, наукăпа практика конференцийĕсем ирттерĕç. "Ялта" спектакльпе Театр кунне районсенче те ирттересшĕн вĕсем. 2018 çулхи кăрлач уйăхĕнче (шăпах ун чухне театр 100 çул тултарать) театрăн музейне уçма палăртнă. Хаçат-журналсенче тата радиопа телевиденире те артистсен пурнăçне çутатĕç. Чаплă уява асра хăварма театр логотипĕпе кăларнă сувенирсем те пулĕç.

Н.КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
10 апреля 2017
16:42
Поделиться