Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ыркăмăллăх марафонĕ малалла пырать

Пирĕн республикăра "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыркăмăллăх марафонĕ малалла пырать. Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне пухмачра 1860 пин тенкĕ ытла укçа пуçтарăннă. Малта пыракансен шутĕнче - Вăрнар, Патăръел, Елчĕк, Тăвай районĕсем. Пирĕн район халлĕхе 10 пин тенкĕ ытларах çеç укçа куçарса панă. Пухмача чи малтисен шутĕнче хăйсен тỹпине хывнисенчен "Забота" çурт-йĕр пайăрçисен юлташлăхне, районти ĕçпе тивĕçтерекен центра, "Пирĕн сăмах" район хаçачĕн редакцине, районти пĕрлештернĕ библиотека системине асăнма пулать. Иртнĕ çул республика шайĕнчи пухмачра 8 миллион тенкĕ укçа пуçтарăннă. Пирĕн район мĕнпурĕ 160700 тенкĕ пуçтарса панă. "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыркăмăллăх марафонне патшалăх тата муниципалитет структуринче, бюджет сферинче ĕçлекенсем, тĕрлĕ шайри депутатсем, предпринимательсем, тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем активлăн хутшăнаççĕ. Кăçал та пирĕн районта пурăнакансем хăйсен курăмлă тỹпине хывасса шанас килет. Асăннă ыркăмăллăх марафонне Чăваш Енре 21 çул хушши ирттереççĕ. Юлашки 4 çулта ачасене пулăшма 33 миллион тенкĕ укçа пуçтарса панă. Пĕлтĕр акцие хутшăннисен шучĕ 1600 пулнă. Кăçал çак хисеп тата ытларах пуласса шанас килет. И.ВАСИЛЬЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
03 апреля 2017
14:39
Поделиться