Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Юбилее пĕрле хатĕрленер-и?

Кăçалхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче тухса тăракан пĕртен-пĕр хаçат 85 çул тултарать. Эппин, шăпах тепĕр çур çултан эпир сирĕнпе, хисеплĕ вулаканăмăрсем, хамăрăн юратнă хаçатăмăрăн сумлă юбилейне паллă тăвăпăр. Çак уява тивĕçлипе кĕтсе илме пирĕн паянах пĕрле хатĕрленме тытăнмалла. Сакăр теçетке ытла хаçатшăн, паллах, çын ĕмĕрĕпе танлаштарсан, пысăках та мар пек. Çулсем иртнĕ çемĕн çын ватăлса пырать, хаçат та хăйĕн сăн-сăпачĕпе те, содержанийĕпе те тĕрлĕ енне улшăнать, пурнăç таппипе тан утма хăнăхнăскер, хăйĕн вулаканĕсем умĕнчи тивĕçне яланах çỹллĕ шайра тытса пыма тăрăшать. 1932 çулхи юпа уйăхĕн вунтăваттăмĕшĕнче "Ударник" ятпа тухма пуçланă район хыпарçи. 1953 çулта вăл "Ленин ялавĕ" ятпа вырăсла тата чăвашла тухма тытăннă. Каярахпа хаçат ячĕ каллех улшăннă. 1994 çултанпа паянхи кунчченех "Пирĕн сăмах" тата "Наше слово" эрнесерен икĕ хутчен вулакансем патне вырăсла тата таса чăваш чĕлхипе çырнă çĕнĕ хыпар-хăнар çитерме васкать. Çапла, 85 çулти хаçатăн пин-пин номерĕ тухнă (паянхи кун тĕлне - 10076), Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕн вĕçĕмсĕр кĕнеки йĕркеленсе пынă. Хисеплĕ вулакансем, район хаçачĕн сумлă юбилейне хатĕрленсе, эпир унăн страницисенче тĕрлĕрен çĕнĕ рубрикăсем уçма хатĕрленетпĕр. Çак пархатарлă ĕçре эсир пире пулăшасса питĕ шанатпăр, сирĕнтен çырусем кĕтетпĕр, хаçат пурнăçĕпе çыхăннă сăнỹкерчĕксем пулсан та аван. Пĕр 20-30 çул каялла район хыпарçине Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче кашни çемье тенĕ пек çырăннă. Колхоз-совхозсем, промышленнăç предприятийĕсемпе тĕрлĕ организацисем, учрежденисем кал-кал ĕçлесе пынă чух вĕсем çинчен хаçат страницисенче тăтăшах çырса тăнă. Тен, сирĕн çав тахçанхи хаçат страницисенче хăвăр е çывăх çыннăрсем çинчен çырнă материалсем çемье архивĕнче упранса юлнă. Эпир вĕсене сирĕнтен хаваспах йышăнатпăр, тепĕр майлă каласан, "Мĕн çинчен çырнă-ха район хыпарçи." рубрикăра пичетлеме пултаратпăр. Саралса кайнă сăнỹкерчĕксем вара "Çемье архивĕнчен" рубрикăра кун çути курĕç. "Район хыпарçи манăн пурнăçра" текен рубрика та кăсăклă пуласса шанас килет. Вăл е ку ыйтăва татса панă çĕрте сире хаçат мĕн енĕпе те пулин пулăшнă пулсан - шăпах çакăн йышши асаилỹсене пичетлеме пултаратпăр ку рубрикăра. Редакци коллективĕнче нумай çул хушши ырми-канми ĕçленĕ журналистсемпе тĕрлĕ сотрудниксем çинчен ырăпа аса илсе каласа памалли пайтах, паллах. Обществăлла корреспондентсем çинчен те манмалла мар пирĕн. Вĕсен йышĕ пĕчĕк пулман ун чух, районти кашни ял хутлăхĕнчен тенĕ пекех хаçата тĕрлĕ хыпар-хăнарпа паллаштарнă хастар ялкорсем. Хуракасси тăрăхĕнчен Е.Самарцева, Октябрьскинчен - А.Матвеева, Чермĕш ялĕнчен - П.Герасимов, Чăнкасси тăрăхĕнчен - Н.Титов чи активлă та пултаруллă обществăлла корреспондентсем шутланнă. Вĕсене эпир, редакцире ĕçлекенсем, хамăрăн чи çывăх ĕçтешсем вырăнне хурса хаклаттăмăрччĕ, вăл е ку темăпа материалсем çырма сĕнеттĕмĕрччĕ. Шел пулин те, çак хастар ялкорсем пурнăçран уйрăлса кайнă. Апла пулин те вĕсен çутă сăнарĕсем паянхи кун та пирĕн асрах… Çывăх вăхăтрах çак çỹлерех асăннă ялкорсем çинчен çырнă асаилỹсемпе хальхи вулакансене паллаштарăпăр. Кĕскен каласан, юратнă хаçатăмăрăн сумлă юбилейне тивĕçлипе кĕтсе илме пĕрле кар тăрса тытăнар-ха, район хыпарçине вулакансен çĕнĕ ăрăвне районта тухса тăракан пĕртен - пĕр хаçат историйĕпе тĕплĕнрех паллаштарар.

С.КУЛИГИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 марта 2017
11:17
Поделиться