Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Илемлĕх тĕнчин ăсти

Турханкасси ялĕнче пурăнакан Татьяна Ивановна КОЛЕСНИКОВА 1968 çулта ялти шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Вăрнарти 8-мĕш номерлĕ професси училищинче пĕр çул хăмлаçăна вĕреннĕ. 1971 çулта Сĕнтĕрвăрринчи 522-мĕш ПМКра ĕçленĕ. Çав вăхăтрах ялти шкулта каçкỹлĕм вĕренсе вăтам пĕлỹ илнĕ вăл. Пĕр хушă дояркăра, унтан совхоз кантурĕнче счетовод-кассир пулса ĕçленĕ. 1973-1974 çулсенче Тĕрлемесри професси училищинче бухгалтера вĕ- реннĕ. Каярах Татьяна Ивановна хăмлаçăсен звеньевойĕнче, тепĕр хут счетовод-кассирта, заправщицăра вăй хунă. 2008 çултанпа вара - тивĕçлĕ канура. Татьяна Ивановна пурăнакан çурта пырса кĕрсен вăл алă ăсти пулни, тĕрлеме юратни тỹрех курăнать. Иртнĕ ĕмĕрте анлă сарăлнă рамкăри тĕрĕсем пỹлĕме хăйне евĕр илем кỹреççĕ. Кăшт айккинелле пăхса илетĕн те илĕртỹлли, тĕлĕнмелли куç умне тата нумай тухать. Чăн-чăн асамлăх тĕнчи, тĕрлĕ тĕслĕ çипрен çыхнă пукан пичĕсем, чỹлмекри чечексем, тутăрсем, ăшă тапочкăсем, тум эрешĕсем... Алă ĕçне камран вĕреннине ыйтсан çапла хуравларĕ, "Анне пĕрмаях тĕрлетчĕ, мана та вĕрентрĕ. Вăл пуçласа çавăрса паратчĕ те эпĕ тĕрлеттĕм. Ку пукан пичĕсене хальтерех çыхрăм. Хăнана кайсан куртăм та питĕ килĕшрĕç, уйăх хушшинче темĕн чухлĕ çыхса хутăм. Илемлĕ пулаççĕ те çыхас килетчĕ. Чăвашла туйсене кайма хушпу кирлĕччĕ, пĕрмай çынран илес мар тесе хам турăм, анчах пушарта çунса кайрĕ. Юлашки вăхăтра "Сĕнтĕр" халăх фольклор ушкăнне çỹретĕп, концертсене хутшăнатăп, каллех хушпу кирлĕ пулчĕ те çĕнĕрен турăм", - пĕрин хыççăн теприне кăтартса кашни япала çинченех кĕскен каласа пачĕ Татьяна Ивановна. Амăш алли тунă илемлĕх тĕнчинче çитĕннĕскер, качча тухсан çав асамлăха хăйĕн пỹртĕнче те тунă. Ирина хĕрне те алă ĕçне хăнăхтарнă амăшĕ. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те тутăрсем, чечексем, шăтăкла, эрешлĕ салфеткăсем, чăлха-нуски çыхаççĕ. Çапла вара ăсталăх никам хистемесĕрех, чун туртнипе, чĕре ыйтнипе ăруран ăрăва куçать. Пĕр йăхри темиçе çыннăн чун хавхаланăвĕ, илеме юратни пĕр тĕвве çыхăнать, пĕр çăмхана пуçтарăнать. Аннесен, кукамайпа асаннесен илемлĕх тĕнчи çухалманни, вăл паянхи çамрăксенче упранса малалла аталанни паха пулăм. Апла пулсан ăсталăх йĕрĕ куçран ан çĕттĕр, ăрусен çыхăнăвĕ нихăçан та ан татăлтăр. Нумай енлĕ пултарулăх Халĕ Шупашкарта пурăнакан Руфина Григорьевна ПЕТРОВА (Ăстакасси ялĕнчи Корниловсен çемйинче çуралнă), ашшĕ-амăшĕ вĕрентнине ăса хывса, вĕсен ăсталăхне алла илсе çитĕннĕ. Амăшĕ, Анна Григорьевна Корнилова, ялти шкулта пуçламăш классене вĕрентнĕ, хăйĕн ачисене те тĕрĕс воспитани парса ỹстернĕ. Руфина çамрăклах амăшĕнчен тĕрĕ тĕрлеме вĕреннĕ. "Анне тĕрлетчĕ тата урайне пăрахмалли пĕчĕк кавирсем çыхатчĕ. Кама кăна çыхса паман-ши вăл! Шăтăкла та çыхатчĕ, сăмса тутăрĕсен хĕррисене те чĕнтĕрлесе илемлететчĕ. Мана та тĕрлеме вĕрентрĕ. Эпĕ хам çыхман, пукан çине тăхăнтармалли çивиттисем тĕрленĕ. Нумай япала дачăна кайса хунăччĕ те веçех вăрласа кайрĕç. Паянхи куна аннен алли ăсталанă икĕ япала юлнă, вĕсене асăнмалăх упратăп. Манăн хĕр Людмила тĕрĕпе лармасть, анне пек, çыхма юратать. Чăлха-нускисем, ытларах вара кофтăсем çыхать", - терĕ Руфина Григорьевна, амăшĕн ăсталăхне хĕрĕ малалла тăснăшăн савăнса. Амăшĕнчен Руфина тулашри илеме курма хăнăхнă пулсан, ашшĕ вара хĕрне чунри илеме туйма вĕрентнĕ. Григорий Корнилович КОРНИЛОВ Ăстакассинчи "Лесоруб" промартелĕн пĕрремĕш председателĕ пулнă. 1937 çулта артель çумĕнче вăл хор йĕркеленĕ. Урапа-çуна тăвас ĕçе аталантаракан арçыннăн чунĕ илемлĕхпе, кĕвĕлĕхпе пуян пулни пурне те тĕлĕнтерет, паллах. "Эп хам та атте йĕркеленĕ хора çỹренĕ. Мана унта илнĕ чух аттене пăхса пĕр çăмăллăх та памарĕç. Ыттисем пекех сасса тĕрĕслерĕç, йăнăшсан - тỹрлетрĕç, вĕрентсе те каларĕç. Пирĕн вăхăтра пурне те "Пирĕн урам анаталла" юрра юрлаттарса ăсталăха тĕрĕслетчĕç. Çынсене хора илнĕ чух "экзамен" тыттармалли юрă пулнă ĕнтĕ вăл ун чух. Эпир вара концертсемпе таçта та çитеттĕмĕр, вырăсла та, чăвашла та юрлаттăмăр", - тахçанхи хаваслă вăхăта таврăнчĕ кĕçех 82 çула çывхаракан Руфина Григорьевна. Унăн мăшăрĕ Алексей Якимович та хуняшшĕ çинчен ырăпа кăна асăнчĕ. "Вăл чăн та юрлама юратнă, пĕр концертран та юлман пуль. Вилес умĕн те "Çук, нихçан та, нихăçан манас çук сана" юрра юрласа пачĕ", - халĕ те тĕлĕнме пăрахмасть кĕрỹшĕ. Ăрусен çыхăнăвĕн виççĕмĕш йĕрĕ те пур ку йăхра. Вăл çурт-йĕр тăвассипе çыхăннă, çемйипех строительсем вĕсем. Григорий Корнилович правлени çуртне, артель цехĕсене, лаша вити тунă çĕрте нумай вăй хунă. Иккĕмĕш сыпăка илес пулсан, хĕрĕ Руфина Григорьевна Сĕнтĕрвăрринчи строительство техникумне пĕтернĕ хыççăн ЖБК-9 завод управленийĕнче инженерта ĕçленĕ. Мăшăрĕ Алексей Петрович та унтах вăй хунă. Тĕлĕнмелле те, юратнă ĕç çамрăк ăрăва та куçнă. Вĕсен хĕрĕ строительство техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн амăшĕ ĕçленĕ заводрах вăй хурать, ывăлĕ вара институт пĕтернĕ. Акă, чунтан юратнă ĕç те ламран лама куçать.

Н.КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 марта 2017
11:17
Поделиться