Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

С.Рязанский космонавт – Шуршăлта

Иртнĕ ытларикун Шуршăлти А.Г.Николаев летчик-космонавтăн Мемориаллă комплексĕнче Раççей Федерацийĕн Геройĕ, Роскосмос космонавчĕсен отрячĕн испытатель-космонавчĕ, "Раççей шкул ачисен юхăмĕ" ачасемпе çамрăксен обществăпа патшалăх организацийĕн председателĕ С.Рязанский тата Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникаци министрĕ А.Иванов пулчĕç. Сергей Рязанский малтан Пĕтĕм Раççейри вĕрентекенсен Шупашкарта иртнĕ виççĕмĕш съезд ĕçне хутшăннă. Унта вăл "Раççей шкул ачисен юхăмĕ" ачасемпе çамрăксен общество-патшалăх организацийĕн председателĕ пулнă май хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ, "Пирĕн тĕллев - çитес икĕ-виçĕ çулта Раççейри шкул ачисене пĕрлештерекен çĕнĕ юхăма çĕршыври пур шкулта та ĕçлеттерсе ярасси. Чылай регионта темиçе çул ĕнтĕ ачасене пĕр тĕвве пухакан нимĕнле организаци те пулманни вăрттăнлăх мар. Çак çитменлĕхе сирессипе патшалăх шайĕнче пуçару туни - пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паллах, çĕнĕ юхăм пирĕн историре паллă йĕр хăварнă пионерин ырă йăлисем, регионсенче йĕркеленĕ тĕрлĕ юхăмсен паха опычĕ çинче никĕсленнĕ". Сергей Николаевич Рязанский 1974 çулта Мускавра çуралнă. М.В.Ломоносов ячĕллĕ университетăн биологи факультетĕнче вĕреннĕ. 2013 çулта "Союз ТМА 100М" карап бортинженерĕ пулса МКС 37Ỹ38 экспедици йышĕнче Олег Котовпа тата Майкл Хопкинспа пĕрле пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне вĕçнĕ. Халĕ 2017 çула палăртнă экспедицие хутшăнма хатĕрленет. Хăй те космонавт пулнă май, съезд хыççăн С.Рязанский Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн, виççĕмĕш космонавтăн А.Николаевăн тăван ялне те çитсе курчĕ. Хаклă хăнасем музейри экспонатсемпе паллашрĕç. Шуршăл шкулĕнчи çамрăк космонавтсен отрядĕнчи ачасемпе тĕл пулса калаçрĕç. Сергей Николаевич вĕренекенсене кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйту çине хурав пачĕ. Ăшă калаçу хыççăн, йăлана кĕнĕ йĕркепе, С.Рязанский космонавтсен аллейинче чăрăш лартрĕ. Юлашкинчен Сергей Николаевич тата Александр Степанович чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ ентешĕмĕрĕн вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç. Н.КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
17 сентября 2016
15:31
Поделиться