Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

М.Тагеев фермера хисеплĕ ят пама тăратнă

Иртнĕ юнкун район Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников тата район администрацийĕн пайĕсен, хула тата ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Депутатсем кун йĕркинчи 5 тĕп ыйтăва пăхса тухрĕç, район Уставне улшăнусем кĕртесси? "Сĕнтĕрвăрри- Кушник" автомобиль çулне тата ун айĕнчи çĕре Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхне парасси? куçакан пурлăха районăн муниципалитет харпăрлăхĕнчен куçарасси? район Пухăвĕн депутачĕсем 2015 çулхи раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче йышăннă С-5Ỹ3-номерлĕ решение (муниципалитет пурлăхне кăçал приватизацилессипе çыхăннă плана) улшăнусем кĕртесси? хресченпе фермер хуçалăхĕн пуçлăхне М.Тагеева "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ" ят пама ходатайство тăратасси. Кун йĕркинчи ыйтусемпе район администрацийĕн юридици службин пайĕн пуçлăхĕ И.Кузьмин, экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Н.Гладкова тухса калаçрĕç. Юлашки ыйтупа ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.Васильев сăмах илчĕ. Вăл М.Тагеев ертсе пыракан хресченпе фермер хуçалăхĕ,производство кăтартăвĕсене илес пулсан, районта чи лайăххисенчен пĕри пулнине, Михаил Леонидович "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ" ята илме тивĕçлине палăртрĕ. Депутатсем кун йĕркинчи ыйтусене тĕплĕн пăхса тухрĕç, вĕсемпе татăклă решенисем йышăнчĕç. И.ЛЬВОВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
20 августа 2016
17:11
Поделиться