Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Г.Филинов, "Спорт- сывлăх никĕсĕ"

Пирĕн çĕршывра паян Физкультурник кунне паллă тăваççĕ. Вăл Бразилири Рио-де-Жанейрора пыракан XXXI Олимп вăййисем иртнĕ тапхăр тĕлне килни унăн пĕлтерĕшне татах та пысăклатать. Çак уява пĕрремĕш хут Совет Союзĕнче 1939 çулта ирттернĕ, ăна кашни çулах анлă паллă тума пуçланă. Халĕ те уява спорта юратакансем хапăл туса кĕтеççĕ, çак кун ирттерекен мероприятисене хастаррăн хутшăнма тăрăшаççĕ. Спорт сферинчи мĕнле çитĕнỹсемпе кĕтсе илет-ха пирĕн район Физкультурник кунне. Çакăн çинчен эпир район администрацийĕн физкультура, спорт тата туризм секторĕн ертỹçине Г.ФИЛИНОВА каласа пама ыйтрăмăр. - Геннадий Максимович, физкультурăпа спорта халăхра анлă сарни аван, паллах. Анчах çакна валли ятарлă условисем те кирлĕ. Сăмах хальхи йышши спорт сооруженийĕсем тата спорта халăха, çамрăксене явăçтаракан тренерсемпе преподавательсем çинчен пырать. - Пирĕн районти чи пысăк спорт сооруженийĕ - "Мариинский" физкультурăпа спорт комплексĕ. Кунта хăтлă спортзал, тренажер залĕ, шывра ишмелли бассейн тата ытти пỹлĕмсем те пур. Кашни кунах ФСКна спортпа туслă вуншар çын пырса каять. Районти ялсенчен те килеççĕ, вăл шутра - аякрисенчен те. Ятарлă график тăрăх ялсенчи шкулсенче вĕренекен ачасене шкул автобусĕ илсе килет. Чăнах та, ФСК, уйрăмах бассейн пурри - пыcăк ырлăх. Куншăн пирĕн Раççейпе республика правительствисене тав тумалла. Пирĕн районта мĕнпурĕ 17 спортзал, 14 футбол площадки, Урамри спорт сооруженийĕсем 48 шутланса тăраççĕ. Районĕпе вара 33 физкультурăпа спорт ĕçченĕ вăй хурать. Вĕсенчен чи сумли - Шĕнерпуç шкулĕнче ĕçлекен Н.Васильев. Вăл - Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ, Олимп вăййисен çĕнтерỹçин Елена Николаеван пĕрремĕш тренерĕ. Аслă категориллĕ физкультура учителĕсенчен О.Лучинăна, Н.Белова, М.Сундырцева тата Г.Григорьева палăртмалла. - Сĕнтĕр-вăрринче хальхи йышши стадион тăвас пирки тахçанах сăмах-юмах çỹрет... - Чăнах та, пирĕн районта хальхи йышши пĕр стадион та çук. Район центрĕнче "стадион" тени пур, анчах ячĕ çеç. Вăл хальхи условисене тивĕçтермест. Çĕнĕ стадион тума вара проект хатĕр те ĕнтĕ, унăн вырăнĕ те паллă - ФСК патĕнче. Хăвăрах ăнланатăр, стадион - пысăк сооружени, ăна тума сахал мар укçа кирлĕ. Район, паллах, хăй тĕллĕн, республика тата федераци бюджечĕсем пулăшмасăр, вăй çитереймĕ. Çавăнпа та çитес çулсенче кирлĕ чухлĕ укçа уйăрса парасса кĕтесси çеç юлать. Тĕрĕссипе, проекта кĕртнĕ стадиона кăçалах тума пуçламаллаччĕ, анчах укçа-тенкĕпе çыхăннă йывăрлăхсем чăрмав кỹчĕç. - Кăçалхи иртнĕ тапхăра илес пулсан, спортри хăш çитĕнỹсем уйрăмах асра юлчĕç. - Кукашнири пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекен хĕрсен команди Раççейри шкулсен "КЭС-БАСКЕТ" баскетбол лигин республика чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăн, Атăлçи федераци округĕнче - виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Ку пирĕн районшăн чăннипех те пысăк çитĕнỹ. Унсăр пуçне 1-мĕш номерлĕ гимназин кĕçĕн классенче вĕренекен хĕрачасен команди мини-футболпа Атăлçи федераци округĕнче виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Вăлах федераци округĕнчи "Сăран мечĕк" ăмăртура та парнеллĕ виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ, пĕрремĕш хут Пĕтĕм Раççейри турнирăн финалне хутшăнса 8-мĕш вырăн йышăнчĕ. А.Трифонов тренер воспитанникĕсем В.Медведевпа Д.Васюков, панкратионпа Раççей ăмăртăвне хутшăнса, иккĕмĕш вырăнсем çĕнсе илчĕç. Д.Васюков халĕ тĕнче чемпионатне хутшăнма хатĕрленет. Раççей шайĕнче пауэрлифтингпа Олеся Федорова ăнăçлă ăмăртнине палăртмалла. Вăл кăçал Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Çавăн пекех çак дисциплинăпа ветерансем хушшинче А.Исачкин тата А.Захаров Атăлçи федераци округĕнче парнеллĕ вырăнсене тивĕçрĕç. - Геннадий Максимович, кăçалтан шкулсенче ГТО нормативĕсене парасси йăлана кĕчĕ. Унăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем мĕнле. - "Мариинский" ФСК никĕсĕ çинче ГТО нормативĕсене йышăнассипе тĕрĕслев (тестировани) центрне йĕркелерĕмĕр. Районти шкулсенче вĕренекенсем ГТО нормативĕсене çак центрта пачĕç. Кăçалхи тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕсем те паллă, 6 вĕренекен ГТОн "ылтăн" значокне, 80 вĕренекен "кĕмĕл", 239 вĕренекен "пăхăр" значока тивĕçрĕç. "Ылтăннисем" хушшинче - Карина Хачатрян, Оксана Шишокина, Артур Алексеев, Ксения Николаева (1-мĕш номерлĕ гимнази), Дарья Волкова (Атăлçи тĕп шкулĕ), Павел Павлов (Сĕнтĕрпуç шкулĕ). - Районта массăллă ăмăртусем ирттересси çирĕп йăлана кĕчĕ. Вĕсенчен хăшне палăртса хăварма пултаратăр. - Пирĕн тăрăхри çĕршер çын "Раççей йĕлтĕрĕ" ăмăртăва хутшăнчĕ. А.Николаев космонавта халалланă велочупура та халăх нумай пулчĕ. Атăл урлă ишсе каçассипе ирттернĕ ăмăрту та сĕнтĕрвăррисен асĕнче нумайлăха юлĕ. Кĕркунне вара каллех йăлана кĕнĕ "Наци кросне" тата А.Николаев космонавта халалланă "Космос çухрăмĕ" чупу йĕркелĕпĕр. Вĕсене те халăх нумай хутшăнасса шанатăп. - Геннадий Максимович, кăçал Физкультурник кунне мĕнле паллă тăвас тетĕр. - "Мариинский" физкультурăпа спорт комплексĕнче "Сывлăх кунĕ" иртĕ, унта кăмăл тăвакансен бассейнра, спортзалра тỹлевсĕр майпа сывлăха çирĕплетме май килĕ. Çав кун урамсен командисем хушшинче мини-футболпа турнир йĕркелĕпĕр. Районти тĕп библиотекăра шахматпа турнир иртĕ. Меллĕ самантпа усă курса, эпĕ çывхарса килекен уяв ячĕпе районти спорта явăçнă пĕтĕм халăха, уйрăмах спорт ветеранĕсене - Е.Николаевăна, Н.Алек-сеева, Н.Васильева, С.Крупнова, М.Герасимова, Ю.Короткова, В.Афанасьева, В.Сундырцева, В.Маклашкина, Г.Кудряшовăна, Н.Харито-нова, З.Майоровăна, Л.Александрова саламлатăп, пурне те ырлăх-сывлăх, телей сунатăп. Калаçăва вара, нумай çын "Пирĕн сăмах"хаçата вуланине шута илсе, çапла вĕçлесшĕн, спорт - сывлăх никĕсĕ, спортпа туслă çын хăйĕн ĕмĕрне чылай вăрăмлатать. - Тавтапуç Сире, Геннадий Максимович, интереслĕ калаçушăн тата тулли хуравсемшĕн. И.ВАСИЛЬЕВ калаçнă.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
13 августа 2016
17:06
Поделиться