Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ватлăха парăнман ветеран

Çултан-çул Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕсен речĕ сайралса, сахалланса пырать. Пĕр пилĕк çул каялла кăна-ха кăкăр умĕ тулли медальсемпе орденсем çакнă, кĕмĕл тĕслĕ çỹçлĕ ватă кукаçисемпе кукамайсем, асаттесемпе асаннесем Çĕнтерỹ уявне халалланă митинга хавхалансах утатчĕç. Анчах та вăхăт пĕр шелсĕр шав малаллах шăвать. Халĕ вăрçă пуçланнă чухне вунпилĕк-вунçичĕ çулта пулнă çамрăксем те тăхăр теçетке урлă каçрĕç. Çĕнтерỹ уявне ирттерме те вĕсенчен чылайăшĕ район центрне мар, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă салтаксене тата çапăçура хăюлăх кăтартнă ватăсене халалласа ялсенче лартнă палăксем умне çех алла туя тытса тухаяççĕ. Хăшĕсем патне вара район тата ял хутлăх пуçлăхĕсем хăйсем килĕсене пырса уявпа саламлаççĕ, çĕнтерỹ салтакĕсене таса кăвак тỹпешĕн, мирлĕ пурнăçшăн тав тăваççĕ. Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 71 çул çитнине халалланă уявра Ăстакасси ялĕнче 1924 çулхи чỹк уйăхĕн 9-мĕшĕнче çуралнă Михаил Семенович СЕМЕНОВПА паллашма тỹр килчĕ мана. 92 çула кайнă ветеран васкамасăр, туяпа пулин те, çын пулăшăвĕсĕрех утма тăрăшать. Аса илме йывăр пулин те, ватă вăрçă çулĕсем çинчен каласа пама килĕшрĕ. Кителĕ çинче хĕвелпе çуталакан тĕрлĕрен медальсем вăрçă участникĕ пулнине те, мирлĕ пурнăçра хастар ĕçленине те сăмахсăрах çирĕплетеççĕ. Çичĕ çул шкулта пĕлỹ пухнă çамрăка Амур çинчи Комсомольск хулине ФЗОна вĕренме янă. Унта вăл платник специальнăçне алла илнĕ. Çар специальнăçĕ вара - танк çинчи пулеметчик. Çапла чăваш каччи 1942 çулта Хĕвелтухăç фронтне лекет. Япун милитарисчĕсемпе çапăçнă çĕре хутшăнать. 1945 çулхи çурла уйăхĕн саккăрмĕшĕнче пуçланнă тытăçура Совет Союзĕ виçĕ тĕрлĕ вăрçă операцийĕ хатĕрленĕ пулнă, Курил, Маньчжури тата Кăнтăр Сахалин. Чи паллăраххи вара Маньчжури операцийĕ. Шăп та çакна пурнăçланă çĕре хутшăнма лекнĕ те ĕнтĕ Михаил Семеновичăн. Отодзо Ямада ертсе пыракан Квантун çарĕпе çапăçнă чухне нумай хĕн-хур тỹсме тивнĕ унăн. Хинган тăвĕн иртсе каймалла мар чăнкă хысакĕсем танксен çулне пỹле-пỹле лартнă, çавăнпа та вĕсен тавра çулсем тăрăх кайма лекнĕ. Чуллă çула çĕнтерме техникăна та, çынсене те питĕ йывăр пулнă.Час-часах çуса тăракан шалкăм çумăрсене пула юханшывсем хăйсен çыранĕсенчен тухса самай пысăк çĕр лаптăкĕсене шыв айне тунă. Çапах та ашса тухмалла мар пылчăк тăрăх та танксем малаллах кайнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи чарăнсан Михаил Семенович яла таврăннă. Малтан колхозра, каярахпа Кĕçĕн Ăстакассинчи сельпора завхоз пулса ĕçленĕ. Сĕнтĕрвăрринчи Росгосстрах уйрăмĕнче вара 30 çул хушши страхлакан агент пулса вăй хунă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ хĕрĕх çул ытла ветеранăн. Лида мăшăрĕпе вĕсем тăватă ача - пĕр ывăлпа виçĕ хĕр çуратса пăхса ỹстернĕ. Анчах та1982 çулта М.Семеновăн мăшăрĕ, шел пулин те, ку тĕнчерен уйрăлса кайнă. Халĕ вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă ветеран Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнать. Ачисем час-часах ашшĕ патне кĕре-кĕре тухаççĕ, пулăшмалла чухне яланах пулăшаççĕ. Кĕçех пирĕн калаçăва вĕçлеме лекрĕ, Сĕнтĕрвăрри хулинче иртекен Çĕнтерỹ парадне пухăннă çынсем оркестрăн çĕкленỹллĕ сассийĕ-кĕввийĕпе вырăнтан тапранчĕç. "Эпĕ мăнуксемпе, кĕçĕн мăнуксемпе пуян",- савăнса пĕлтерчĕ ватлăха парăнман ветеран Михаил Семенович, ал туйине çирĕпрех тытса малалла утнă май. Г. ТРИФОНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
23 июля 2016
08:25
Поделиться