Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Депутат ял халăхне пулăшать

Кашни çыннăн хăйĕн йăх-несĕл историйĕ. Ырă та ĕçчен рат хăйсен ачисемпе мăнукĕсене те çав пахалăхсене "парнелет". Шăп та лăп çакнашкал пултаруллă та ĕçчен, сăпайлă та тăрăшуллă ратра Шĕнерпуç тăрăхĕнчи Чураш ялĕнче тĕвĕленсе çуралса, çунат сарса ỹснĕ те ĕнтĕ Сергей Альбертович Архиповăн ашшĕ. Кам кăна пĕлмест-ши халĕ унăн ывăлне - Сергей Альбертовича. Чи малтанах вăл - "Возрождение" ятлă строительствăпа промышленность корпорацийĕн тĕп директорĕн çумĕ, Сĕнтĕрвăрри район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, "Сĕнтĕр Ен" ентешлĕх президиумĕн членĕ, ăнăçуллă организатор. Çавăн пекех вăл ашшĕ çуралса ỹснĕ тăрăха, унта пурăнакан çынсене юратакан, вĕсемпе чăннипе те мухтанакан тăрăшуллă ĕçчен те. Мĕн пĕчĕкрен çемьере пĕтĕçỹлĕхпе çураçулăх, çирĕп дисциплина курса ỹснĕ Сергей хăй те çак пахалăхсене тăрăшулăхпа, ĕçченлĕхпе пуянлатса пурнăçăн картлашкисем тăрăх малалла утнă. ¤раскал ăна чи малтанах Шупашкарти строительство техникумне илсе çитернĕ. ¤нсăртран, пĕр шутланă-шутламан çинчен пулман çакă. Çынсен пурнăçне илемлĕрех, хăтлăрах тăвас ĕмĕт çамрăка çарта службăра тăнă хыççăн та хăй малтан ĕçленĕ пĕрремĕш номерлĕ строительство трестнех çавăрса килет. Мал ĕмĕтлĕ пулнăран кĕçех вăл И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетĕнче, каярахпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин академийĕнче пĕлỹ пухать. Алла илнĕ специальнăçе вăл "БрянскЧувашстрой" куçса çỹрекен 3-номерлĕ механизациленĕ колонна ертỹçийĕнче, Чернобыльти атомлă электростанцин аварине кура пулса иртнĕ пăтăрмахсене сирсе янă çĕрте, Чăваш Республикин строительствăпа, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕн должноçĕнче туптанă. Сăмах май каласан, Сергей Альбертович 2012 çулхи çулла пирĕн районта çил-тăвăллă çумăра пула ванса ишĕлнĕ объектсем хур курнин калăпăшне хакласа çийĕнчех вĕсене юсаса çĕнетнĕ çĕре те хутшăннă. Тăрăшуллă ĕçчене "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ", "Раççей Федерацийĕн хисеплĕ строителĕ" ятсемпе чысланă. Ытахальтен мар ĕнтĕ Сергей Альбертович тăрăшакан предприятин ячĕ те чăвашла куçарсан "чĕрĕлсе аталанни" тенине пĕлтерет. Вăл Чăваш Республикинчи нумай тĕрлĕ пысăк объектсене çĕкленĕ, çав шутра пирĕн районта та. Тĕп ĕçне туллин пурнăçланипе пĕрлех С.Архипов хăйĕн йăх-несĕлĕн тымарĕсем упранакан вырăнсене те нихăçан та манмасть. Сĕнтĕрвăрри районĕнче, çавăн пекех Шĕнерпуç ял тăрăхĕнче пулса иртекен пур мероприятисене те активлă хутшăнать. Ара, шăпах çак тăрăхра пурăнакансем ăна иртнĕ суйлавра район депутачĕн мандатне шанса панă-çке. Депутат ятне вара С.Архипов яланах çỹлти шайра тытма, ашшĕн ентешĕсен шанăçне тỹрре кăларма тăрăшать. Хăй патне вăл е ку ыйтупа пыракан çынсене канаш парса та, ĕçпе те пулăшать, спонсорла пулăшу та парать. Ку тăрăхра пурăнакан ял халăхне пĕрре кăна мар Шупашкартан килнĕ артистсен концерчĕпе савăнтарнă депутат. Çавăн пекех Шĕнерпуç шкулне те сахал мар пулăшать. Нумаях пулмасть, ав, пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсем туянса панă. Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, мирлĕ пурнăçшăн çапăçса пуçĕсене хунă паттăр ентешсене халалласа Чураш ялĕнче лартнă палăк тавра та вăл пулăшнипе çĕнĕ те илемлĕ карта çĕкленчĕ (сăнỹкерчĕкре). Çакна та каласа хăварма кăмăллă, Шĕнерпуç ял хутлăхне кĕрекен ялсенче пурăнакан вăрçă участникĕсемпе ĕç ветеранĕсене, пенсионерсемпе нумай ачаллă çемьесене кăçалхи çулăн иккĕмĕш çурçуллăхĕнче районта тухса тăракан "Пирĕн сăмах" хаçата илсе тăма 10 экземпляр çырăнса пачĕ. Шĕнерпуç ял хутлăх пуçлăхĕ В.Кириллов та, ку тăрăхра пурăнакан ытти çынсем те Сергей Альбертович пирки нумай ыррине калаççĕ, хăйĕн ашшĕ çуралнă, пурăннă вырăнсемшĕн тăрăшнине палăртаççĕ. Шĕнерпуç ялĕнче çĕкленнĕ хальхи йывăç чиркỹ те С.Архипов пулăшнипех чан çапмалли çуртпа тата çĕнĕ картапа илемленессе шанаççĕ çак ялта пурăнакансем. Г.ТРИФОНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
04 июня 2016
13:51
Поделиться