Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Мал ĕмĕтлĕ фермер

Хальхи вăхăтра предпринимательсенчен чылайăшĕ хăйĕн ĕçне ялхуçалăхпа çыхăнтарать. Пирĕн районта та тырпул, пахчаçимĕç çитĕнтерессипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем нумай вăй хураççĕ. Шуршăл ял тăрăхĕнче те тăван çĕр çинче тăрăшакансем пур. Вĕсенчен пĕринпе, Уплер ялĕнче пурăнакан П. АЛЕКСЕЕВ фермерпа, тĕл пулса калаçма тỹр килчĕ мана. Петр Алексеев 1991 çулта ялхуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă, агроном дипломне алла илнĕ. Ун хыççăн "Октябрьский" совхозра агрономра, кайран 2 çул район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕнче ĕçленĕ, тĕрлĕ вăхăтра "Октябрьский" тата "Дружба" совхозсен директорĕ пулнă. 2007 çултанпа килте выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет предприниматель. Фермер хуçалăхĕ йĕркелени çинчен вăл çапла пĕлтерчĕ, "Паян тăвакан ĕç маншăн çĕнĕлĕх мар. Эпĕ мĕн ачаран ялхуçалăх ĕçĕпе ỹснĕ, çиччĕмĕш класрах фермăра ĕçлеме пуçланă. Анне дояркăра вăй хуратчĕ, çирĕм пилĕк ĕне сăватчĕ. Эпĕ ăна пулăшма çỹреттĕм те кашни кун çичĕ-сакăр ĕне сума лекетчĕ. Атте хĕрĕх тăватă çул, анне хĕрĕх икĕ çул ялхуçалăхра вăй хунă, иккĕшĕ те "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Вĕсене кура хам та выльăх ытларах усрама тытăнтăм. Ялтах пурăнас тесен урăх ăçта ĕçлес-ха, çемьене тăрантармалла-çке. Çĕр ĕçĕ вара маншăн çывăх, ятарлă пĕлỹ те пур. Çапла пурнăçа саплаштарса пытăм. Каярах пысăк вите те туса лартрăм. Пурăна киле хресчен тата фермер хуçалăхĕ йĕркелес шухăш çуралчĕ. 2011 çулта ĕмĕте документпах çирĕплетрĕм". Шухăшланă - тунă. Халĕ пуçăннă ĕç малалла аталанать. Шултра мăйракаллă выльăхсем унăн пурĕ вуниккĕ, вĕсенчен тăваттăшĕ - сăваканнисем. Паянхи куна илес пулсан, сĕт сăвăмĕ пĕр ĕне пуçне 15,5 литр ларать. Ку кăтартупа вăл çав тери кăмăллă. Ỹсĕмсем тăвас, пысăк тупăш илес, хуçалăха çирĕплетес тесен пысăк тăкак тỹсмелле. Уйăхсерен илекен ĕç укçипе кăна тума çук. Юрать-ха, ĕçлеме ỹркенмен, пуçаруллă çынсене патшалăх грантсем парса хавхалантарать. Петр Васильевич та 2013 çулта фермер хуçалăхĕсене аталантарма панă пулăшупа усă курса хуçалăха самай çирĕплетнĕ. Тĕрлĕ ĕç тума кирлĕ техника туяннă вăл. Икĕ трактор, пĕр комбайн тата çĕр улми лартмалли, наркăмăш сапмалли, утта е улăма пресламалли пĕрер машина пур. Çăва тухсан ĕне витине те пысăклатма палăртнă. Çĕнĕ ферма валли никĕсне кĕркуннех ярса хăварнă. Выльăх апачĕ хатĕрлесси те куллен шухăшлаттаракан ыйту. Хĕл каçма ăна сахал мар хатĕрлемелле, çавăнпа та нумай çул ỹсекен курăка 28 гектар çинче çитĕнтерет, çĕрулмипе пахчаçимĕç 5 га йышăнаççĕ. Халиччен тĕштырă 70 га пулнă пулсан, кăçал 96 гектара çитмелле. Палăртнă çĕр лаптăкне кĕркуннех сухаласа хăварнă. Ĕç майлашăнса пырсан икçĕр гектара та çитересшĕн мал ĕмĕтлĕ фермер. Çуллахи вăхăтра кĕтỹ çỹреме 5 га ятарлă вырăн та пур. Çапла, кунсерен утăм хыççăн утăм тăвать вăл. Юратнă ĕçĕн пуласлăхĕ пурри те фермера савăнтарать. Ялхуçалăх академийĕнче вĕренекен ывăлĕ пурăна киле ашшĕ ĕçне хăй аллине илме, малалла аталантарса пыма шантарни ăна хавхалану кỹрет. Ялйышра Алексеевсен çемйи хисепре. Мăшăрĕпе ывăлĕсем Петр Васильевича кулленхи ĕçре пулăшса пыраççĕ. Н.КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 апреля 2016
14:40
Поделиться