Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Асăну комплексĕ тăвасшăн

1961 çулхи чỹк уйăхĕн 5-мĕшĕ... Çав кун Хуракассинче пурăнакансемшĕн чĕрене вырнаçайми чи пысăк хурлăхпа çыхăннă. Ун чухне шкулта ăнсăртран сиксе тухнă пушар 104 ачапа 4 вĕрентекенĕн пурнăçне татнă. Унсăр пуçне "хĕрлĕ автанран" вуншар ача шар курса, сусăрланса юлнă, каярахпа пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Кăçал çак инкек пулнăранпа 55 çул çитет. Пушарта вилнисене Элменкасси масарĕнче пытарнă. Халĕ кунта йĕркесĕрлĕх хуçаланать, йывăç хĕрессем çĕрнĕ, тимĕррисем тутăхнă, чалăшнă. Йывăç-тĕм те ỹссе кайнă. Паллах, ку сăваплă вырăна кун пек йĕркесĕрлĕхре хăварма юрамасть. Иртнĕ юнкун хаçат редакцине Хуракасси шкулĕнче нумай çул вĕрентекенре ĕçленĕ Полина Никоноровна Иванова тата çав пушарта шар курнă Аркадий Михайлович Гаврилов кĕрсе тухрĕç. П.Иванова 2007 çулта пушарта вилнисене асăнса "Хăрушă кун.Хуракасси" ятлă кĕнеке кăларнă. Унта вăл çак инкек çинчен питĕ тĕплĕн çырса кăтартать. Кĕнекене нумай căнỹкерчĕк кĕртнĕ, вăл шутра - пушарта вилнĕ кашни ачан (пĕр темиçе сăнỹкерчĕк çеç тупма май килмен). Паллах, Полина Никоноровнăна çак пархатарлă ĕçшĕн чĕререн тав тумалла. "Кĕнекине куççульпе çыртăм, - каласа парать автор. - Ачасен сăнỹкерчĕкĕсене килте тытнă чух вĕсен сассине те илтме пуçларăм". Тĕрĕссипе каласан, П.Иванова Хуракассине урăх çĕртен килсе лекнĕ çын. Вăл хăй Етĕрне районĕнче çуралса ỹснĕ. Анчах пушарти инкек çинчен пĕлсен вăл ăна, истори вĕрентекенĕ пулнă май, тĕплĕн, чĕри патне çывăха илсе тишкерме пуçланă. П.Ивановăпа А.Гаврилов пуçарнă ĕçе малалла тăсасшăн. Полина Никоноровна ыйтнипех республикăра паллă Г.Ксенофонтов таврапĕлỹçĕ тата юрист 2015 çулта тухнă "Громкие дела XX века в Чувашии" кĕнекен виççĕмĕш сыпăкĕнче Хуракассинчи инкек çинчен питĕ тĕплĕ, архиври документсемпе усă курса, çырса кăтартать. Малтан ку документсемпе усă курма никама та ирĕк паман. Хуракасси хастарçисен тепĕр тĕллевĕ - тăванла масар çинче Асăну комплексĕ тăвасси. Пĕлтĕр кĕркунне Элменкасси масарне Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ скульпторĕ В.Филатов тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ скульпторĕ, Хуракассинчи "Татăлнă вĕçев" палăк авторĕ В.Нагорнов килсе кайрĕç, кунта Асăну комплексĕ уçма тĕллев лартрĕç. В.Филатов проект тата макет тỹлевсĕр тума килĕшрĕ, тепĕр уйăхранах кирлĕ хутсем хатĕррине пĕлтерчĕ. Халĕ Асăну комплексне хута яма мĕн чухлĕ укçа кирли те паллă - 12 миллион тенкĕ. Вăл 25х35 тăваткал метр лаптăк йышăнĕ. Ун тавралла çулла та, хĕлле те симĕс тĕмсен карти пулĕ. Тата кунта 110 палăк (кашнин çинче пушарта вилнĕ çын ячĕ тата сăнỹкерчĕкĕ), часавай, "Хурланакан амăшĕ" палăк тума палăртнă. Çунса кайнă шкул вырăнне те пĕлтĕр тирпейлеме пуçланă, ял халăхĕпе субботник туса кунти тирексене, типсе тата хуçăлса пĕтнĕрен, каснă. Вĕсем вырăнне кăçал туя йывăççисем (110 хунав) лартĕç. Çак ĕçе тума Сĕнтĕрвăрринчи лесничество килĕшнĕ. Тата кунта часавай та пулĕ. Асăну комплексне халăх тата спонсорсен шучĕпе тума палăртнă, çак тĕллевпе йĕркелỹ комитечĕ çирĕплетнĕ, ятарлă счет уçнă. Паянхи кун тĕлне 153 пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Ку, паллах, нумай мар. Çавăнпа та районта тата республикăра пурăнакан халăха çак акцие хастарлăрах хутшăнма ыйтасшăн. Паллах, кăçалах пĕтĕм Асăну комплексне хута яма май килмĕ. Анчах П.Ивановăпа А.Гаврилов инкек пулнăранпа 55 çул çитнĕ тĕле пушарта вилнисен палăкĕсене те пулин лартасшăн. Вĕсем халăх пулăшасса, пуçланă ĕçе вĕçне çитерессе питĕ шанаççĕ. Хастарçăсем ку ыйтупа Раççей телевиденийĕн 1-мĕш каналĕнче "Пусть говорят" передачăна ертсе пыракан Андрей Малахов патне те тухасшăн. И.ВАСИЛЬЕВ. Сăваплă ĕçе хутшăнма кăмăл тăвакансем вара çакăн пек реквизитсемпе укçа куçарма пултараççĕ,

ИНН/КПП получателя: 2111007936/211101001
Наименование получателя: УФК по Чувашской Республике (МБУК «Районный краеведческий музей»,
л/с 20156Щ56450)
Расчетный счет получателя: 40701810497061000417
Банк получателя: ОТДЕЛЕНИЕ – НБ ЧУВАШСКАЯ РЕСПУБЛИКА Г.ЧЕБОКСАРЫ
БИК банка: 049706001
Назначение платежа: (95700000000000000130, 9572Ц417015000;
 л/с 20156Щ56450).



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 апреля 2016
14:41
Поделиться