Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Николаев вулавĕ иртрĕ

Иртнĕ юнкун пирĕн чаплă ентешĕмĕр СССР космонавт-летчикĕ Андриян Николаев çуралнă ялта тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут çын çĕкленнĕренпе 55 çул çитнине халалласа Çамрăксен Николаев IХ вулавĕн финалĕ иртрĕ. Асăннă вулава республикăри 18 районти 80 ытла çамрăк космонавт хутшăнчĕ. Ку палăрăмлă мероприятие Чăваш Республикинчи вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерстви ертсе пынипе Чăваш Енри çамрăксене çарпа патриотла воспитани парса ỹстерес тата çар службине хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлекен ЮНИТЕКС центр, А.Николаев мемориал комплексĕ, Хусанти А.Туполев ячĕпе хисепленекен авиаци институтĕнчен пĕлỹ илсе вĕренсе тухнисен ассоциацийĕ, Раççейри ДОССАФăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ тата Чăваш Енри космос ветеранĕсен Союзĕ йĕркеленĕ. Вулава хутшăннисене космонавтика музейĕн директорĕ А.Тукмаков, Бойконур космодромĕн ветеранĕ Е.Южалин тата Хусанти авиаци институтне пĕтернисен ассоциацийĕн вице-президенчĕ Е.Паршин уявпа саламларĕç. Вулав вăхăтĕнче 60 тĕпчев тата пултаруллăх ĕçне, наукăпа техника проекчĕсене хỹтĕленĕ. Асăннă хутĕлев А.Николаев космонавт-летчик мемориал комплексĕнче тата Шуршăлти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта пилĕк тĕрлĕ секципе иртрĕ. Николаев вулавĕн çĕнтерỹçисене дипломсем, асăну медалĕсем, призсемпе Космонавтика музейне тỹллевсĕр кĕме сертификатсем парса чысларĕç. Г.МИХАЙЛОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
02 марта 2016
16:00
Поделиться