Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Сĕт хакĕ пирки

Пирĕн районти ял хутлăхĕсенче иртекен отчетлă пухусенче халăх тĕрлĕ ыйтусем çĕклет. Пуçтаракан сĕт хакĕпе çыхăннă ыйтăва хускатмасăр вара пĕр тĕлпулу та иртмест. Вăл уйрăмах харпăр хăй хуçалăхĕнче ĕне тытакансемшĕн çивĕч. Халĕ пирĕн районта уйрăм çынсенчен пуçтарнă пĕр литр сĕтшĕн вăтамран 16 тенкĕ тỹлеççĕ. Республикăри тепĕр 5-6 районта сĕте çак хакпах пуçтараççĕ. Ытти районсенче вара вăл кăшт пысăкрах - 17-19 тенкĕ. Паллах, Чулхула, Чĕмпĕр облаçĕсемпе юнашар вырнаçнă районсенче конкуренци вăйлăрах, унта халăхран пуçтарнă сĕтшĕн кăшт ытларах тỹлеççĕ. Муркашра тата Етĕрнере сĕт завочĕсем пуррине те шута илмелле. Вĕсем валли сахал мар чĕртавар кирлĕ. Çывăхра пурăнакан ял çыннисем ку хăйне май çăмăллăхпа усă кураççĕ те. Сĕт продукцине тирпейлекенсемшĕн вара чĕртавара аякран илсе килни тупăшлă мар. Çавăнпа аяк-рисенчен вĕсем ăна йỹнĕрех хакпа илме тăрăшаççĕ. Хуть мĕн каласан та, Октябрьскинчи çу завочĕ пурри пирĕн районта пурăнакансем валли хăйне май пулăшу. Вăл пулман пулсан, тен, пуçтаракан сĕт татах та йỹнĕрех пулнă пулĕччĕ. Асăннă завода А.Соловьев уйрăм предприниматель ĕçлеттерет. Районти ĕне тытакан фермерсенчен чылайăшĕ суса илнĕ сĕте çак çу заводнех пырса парать. Паллах, ферма сĕчĕн пахалăхĕ чылай пысăкрах (унăн кашни партинех тĕрĕслесе илеççĕ-çке), çавăнпа та ăна пысăкрах хакпа йышăнаççĕ. Халăхран пуçтаракан сĕтĕн пахалăхĕ пирки вара уйрăм каласа хăварас килет. Пĕлтĕр республика правительстви шайĕнчех кашни уйрăм çынна вăл патшалăха панă сĕтĕн пахалăхне пăхса тỹлес пирки калаçнăччĕ. Анчах ку механизма паянхи кун та пурнăçа кĕртме май килмерĕ. Паллах, сĕт паракансем хушшинче тĕрлĕ çынсем пур.Пĕрисен продукцийĕ чăнах та пахалăхлă. Теприсем вара сĕте шыв та, крахмал та, порошок та хушма пултараççĕ. Ветспециалистсем уйрăм çынсен сĕчĕн кашни партинех тĕрĕслеме ĕлкĕреймеççĕ. Паллах, таса чунлă çынсемшĕн сĕте пуринчен те пĕр хакпа йышăнни кỹренỹллĕ пулса тухать. Анчах халлĕхе çак енпе сисĕмлĕ улшăнусем пуласси паллă мар-ха. Халĕ эпир ют çĕршывсем пирĕн çĕршыва хирĕç йышăннă экономика санкцийĕсен тапхăрĕнче пурăнатпăр. Пĕр енчен, çакă экономика умне йывăрлăхсем кăларса тăратать, тепĕр енчен, ку шăпах ялхуçалăха çĕклеме лайăх услови. Анчах та темшĕн-çке уйрăм хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕх пуçĕ ỹсес вырăнне чаксах пырать. Статистика юлашки 5 çул хушшинче республикăра ĕнесен шучĕ темиçе пин пуç чакнă тесе палăртать. Телее, пĕлтĕр обществăлла секторта выльăхсен шучĕ ỹсни сисĕне пуçларĕ. Çапах та уйрăм çынсем ĕне выльăх шутне чакарсах пыраççĕ. Халлĕхе пирĕн республика хăйне сĕтпе тăрантарать çеç мар, ытти регионсене те сутать. Сĕтĕн пысăк пайне (65: ытла) халăхран пуçтараççĕ. Анчах та ку цифра çултан-çул чакса пынине пытармалла мар. 2008 çулта, сăмахран, илсе кăтартнă цифра 75: процентпа танлашнă. Акă мĕн тĕлĕнтерет, халăхран пуçтаракан сĕт хакĕ ỹсмест пулин те, лавккасенче сутакан сĕт хаклансах пырать (пĕр литрĕ 45- 60 тенкĕ таранах). Сĕт пуçтаракан тата тирпейлекен усламçăсем, тем тесен те, ял халăхĕнчен кулнă пек пулса тухать. Вĕсем пирки республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев çапла каланăччĕ, "Темиçе çул каялла сĕт пуçтаракансем велосипедпа çỹретчĕç, халĕ "джипсем" çине куçрĕç". Пĕлтĕрех Михаил Васильевич сĕт пуçтарас енĕпе çирĕп мерăсем йышăнма ыйтнăччĕ. Анчах, шел те, лавĕ вырăнтан хускаласшăн мар. Пирĕн районта пуçтаракан сĕт хакне кăштах та пулин хăпартма пулать-ши. А.Соловьев уйрăм предприниматель юлашки вăхăтра халăх тытакан ĕне пуçĕ, уйрăм çынсенчен пуçтаракан тата çу заводне пыракан сĕт чакнине палăртать. Çакна пула çу завочĕ туса илекен продукци калăпăшĕ те чакать. Çав вăхăтрах предприятие тытса тăрассипе çыхăннă тăкаксем тупăшпа саплашăнса пыма пăрахаççĕ. Çавăнпа та вăл халăхран йышăнакан сĕтĕн хакне ытлашши хăпартма пултарайманни куçкĕрет. Ялхуçалăх продукцийĕн хакне йĕркелесе пырасси хăйне май кăткăс политика. Кунта пасар (рынок) саккунĕсене те, социаллă лару-тăрăва та шута илмелле. Хаксен политикинчен ялхуçалăх малашлăхĕ те нумай килет. Конкуренци тенĕрен, уйрăм хуçалăхсем çĕнĕ йышши технологисемпе усă куракан "НамЭКО" ООО пек пысăк предприятисемпе, фермер хуçалăхĕсемпе тупăшаймаççĕ, паллах. Çапах та выльăх-чĕрлĕх тытни ял çыннине хушма тупăш тума, хăйне валли экологи енчен таса продукци туса илме май парать. Ĕçлеме ỹркенмесен çĕр çинче тăранса пурăнма пулать. Хăйсен ĕçне йĕркелекенсене патшалăх енчен те пулăшу параççĕ - кредитсем, грантсем. Анчах, шел те, ялсенче çамрăксем юласшăнах мар. Çакă ял çынни валли патшалăх енчен татах та анлăрах стимулсем туса памаллине пĕлтермест-ши. И.ВАСИЛЬЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
27 февраля 2016
14:08
Поделиться