Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Сĕнтĕрвăрри атлечĕн - ылтăн медаль

Шупашкарти 3-мĕш номерлĕ Олимп резервĕн ачасемпе çамрăксен шкулĕнче пауэрлифтингпа Атăлçи чемпионачĕ иртрĕ. Унта пĕлтĕр Раççейри ветерансем хушшинчи ăмăртура чемпион ятне çĕнсе илнĕ Андрей Захаров та хутшăнчĕ. Хальхинче те вăл 300 кг йывăрăш штанга çĕклесе 120 кг ытла туртакан арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Калас пулать, Андрей Захаров Сĕнтĕрвăрринче çуралнă пăхаттир. Вăл спорт мастерĕ, иртнĕ çулсенче Раççейри пауэрлифтингпа ирттернĕ ăмăртусенче пĕрре çеç мар призерсен шутне лекнĕ. Асăннă ăмăртура республика чысне хỹтĕленĕ ытти атлетсем те ăнăçлă кĕрешнĕ. Сăмахран, спорт мастерĕн кандидачĕсем Алексей Богданов тата Максим Парфенов, тĕнче шайĕнчи спорт мастерĕ Анастасия Петрова пĕрремĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ. Данила Волковпа Дмитрий Смирнов пăхăр медальсене тивĕçнĕ. Уйрăмах Анастасия Петровăна палăртас килет. Вăл Çĕнĕ Шупашкартан. Çак 63 кг туртакан хĕр 150 кг йывăрăш штангăна çĕклеме пултарнă. Халĕ Анастасия Данире ирттерме палăртнă тĕнче чемпионатне хутшăнма хатĕрленет. И.ЛЬВОВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
13 февраля 2016
16:04
Поделиться