Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ырă малашлăха шанса

Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа Хуракасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕнче Оксана Валерьевна ГЕРОНТЬЕВА ĕçлет. Малтан вăл вырăнти "Светлячок" ача садĕнче, ялти Культура çуртĕнче тата вулавăшра вăй хунă. Оксана Валерьевна Мускаври патшалăх уçă йышши педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă. Вĕсем упăшкипе виçĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Хутлăх администрацийĕнчи ĕçсене туса пыма О.Геронтьевăна Надежда Алексеевна Коротаева специалист-эксперт, Елена Леонидовна Маралова 1-мĕш разрядлă специалист пулăшса пыраççĕ. Çара каякансене учета илессипе Сергей Алексеевич Макаров ĕçлет. Хуракасси ял тăрăхне 7 ял кĕрет, Хуракасси, Ваçликасси, Нарат Чакки, Элменкасси, Çĕньял Пукаш, Услă Пукаш тата Вăта Пукаш. Ку ялсенче 969 кил вырнаçнă, вĕсенчен 304-шĕнче çуллахи кунсенче çеç пурăнаççĕ. Хуракассинче шкул, "Светлячок" ача сачĕ, ФАП, Культура çурчĕ тата 6 магазин (3-шĕ - уйрăм çын аллинче) пур. Хуракасси ял тăрăхĕнче пулнă май эпир, хаçатçăсем, О.Геронтьевăпа курса калаçрăмăр, вырăнти лару-тăру çинчен каласа пама ыйтрăмăр. -Оксана Валерьевна, юлашки çулсенче ялти халăх сахалтарах выльăх-чĕрлĕх тытни сисĕнет. Сирĕн тăрăхра та çаплах-ши. -Чăнах та, малтанхи çулсемпе танлаштарсан ял çыннисем тытакан выльăх шучĕ чакнине палăртмалла. Çакă ялхуçалăх продукцийĕ (чĕр-тавар) йỹнелсе пынипе те çыхăннă пулĕ. Сăмахран, сĕтĕн кашни литрне халĕ 16 тенкĕпе çеç йышăнаççĕ. Çав вăхăтрах вăл лавккасенче хĕрĕх тенкĕрен ытларах та тăрать. Темле пулсан та ял çынни йывăрлăхсенчен хăрама хăнăхман. Пирĕн тăрăхри ялсенче нумай выльăх тытакансем те сахал мар. Акă, Хуракассинчи В.Кураков, В.Никитин, Е.Никитин, Нарат Чаккинчи В.Трифонов, В.Мадянов, Надеждăпа Нина Добронравовăсен, Т.Остроумова çемйисене асăнма пулать. Пирĕн тăрăхра паянхи куна 211 пуç ĕне, 33 вăкăр, 500 ытла сурăх-така, 2 лаша, 66 кролик шутланать. Юлашки çулсенче ĕне тытакансем, шел те, чылай чакрĕç. Çав вăхăтрах качака тытакансем нумайланчĕç. - Сирĕн тăрăхра хресченпе фермер хуçалăхĕсем пур-и. - В.Плотников, А.Белов тата В.Ермолаев хресченпе фермер хуçалăхĕсем япăх мар ĕçлесе пыраççĕ. Вĕсем хутлăхри çĕрсен пайĕсене харпăрлăха тата арендăна илнĕ, тырпул, пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, суту-илỹпе ĕçлеççĕ, йывăç-хăма касаççĕ. - Шыв ыйтăвĕ çивĕч мар-и. - Паллах, ялсенчи шыв пăрăхĕсем кивелнĕ. Вĕсене юсасах, сапласах тăма лекет. Кашни ялтах, Ваçликассисĕр пуçне, шыв башни пур, Хуракассинче вĕсем иккĕ те. Ялсенче кулатасемпе те, колонкăсемпе те усă курма пулать. Вĕсене те йĕркене кĕртсех тăратпăр. Башньăсене ятарласа уйăрнă çынсем пăхса тăраççĕ. Ялти шыв системине ĕçлеттерме халăхран укçа пуçтарма лекет. Анчах та пурте укçана вăхăтра парасшăн мар. Ку вара усă курнă элетроэнергишĕн тỹленĕ чух йывăрлăхсем кăларса тăратать. - Оксана Валерьевна, ялсене тирпей-илем кỹрессипе, çулсене юсассипе мĕнле ĕçсем туса ирттертĕр. - Пĕлтĕр Хуракассинчи Вăрманкасси тата Çăмахуй урамĕсене пĕрлештерекен кĕпере тĕпрен юсарăмăр. Материалне хутлăх тата спонсор шучĕпе илтĕмĕр. Ĕçне вара халăх хăй вăйĕпе турĕ. Ялти вăтам шкул çумĕнчи 1961 çулти пушарта вилнисене асăнса лартнă палăк таврашĕнчи территорие те тирпейлеме проект хатĕрленĕ. Халлĕхе кунта ỹснĕ йывăçсене касрăмăр. Халăх виçĕ кун вăй хучĕ. Тавах çак ĕçе хутшăннă çынсене. Кăçал каснă йывăçсем вырăнне туя йывăççисем лартасшăн. Кун пирки Сĕнтĕрвăрри лесничествин ертỹçипе калаçса татăлнă. Çулсем юсассипе те тăрăшса ĕçлетпĕр. Хуракассинче Шкул урамĕнчи çула пушарта сарăмсăр вилнĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсене асăнса лартнă палăк патне çитичченех хăйăрпа вак чул сарса юсарăмăр. Çĕньял Пукашри Мир урамĕнчи çула та йĕркене кĕртрĕмĕр. Пĕлтĕр "Чувашавтодор" ОАО вăйĕпе Нарат Чаккинчи чиркỹ патне илсе пыракан çула юсамаллаччĕ. Ку проект 3823517 тенкĕлĕх. Анчах пĕлтĕр подрядчик палăртнă ĕçе тума май тупаймарĕ. Кăçал ăна вĕçне çитерме шантарать. Тирпей-илем пирки калас пулсан, çакна палăртмалла, Хуракасси ялĕнче çỹп-çап валли 5 контейнер вырнаçтартăмăр. Вĕсен шутне татах ỹстерĕпĕр. Пуçтарăннă хăлтăна "Сундырь" ООО тракторпа илсе тухса тăрать. Хĕллехи вăхăтра çулсене юртан тасатма В.Ермолаев фермерпа килĕшỹ тунă. Ун патĕнче ĕçлекен А.Алексеевпа В.Никитин трактористсем хутлăхри çулсене вăхăтра тасатса тăраççĕ. -Пушар профилактики пирки мĕн калама пултаратăр. - Пирĕн хутлăх ятарлă пушар расчетне тытса тăрать. Кун пек расчетсем районта халĕ тепĕр икĕ хутлăхра çеç - Октябрьскинче тата Сĕнтĕрпуçĕнче пур. Паллах, ăна тытма бюджетран уйăрнă укçа сахал. Халăхран та хушма хисеп пуçтарма лекет. Паллах, пушар расчечĕ тытнин усси пысăк. Пĕлтĕр Элменкассинче пушар пулчĕ. Çуртне çăлса хăварма май килмерĕ пулсан та, хуралтăсене çăлса хăварчĕç пушар ĕçченĕсем. Ун чухне пушар машинисем Сĕнтĕрвăрринчен те, Октябрьскинчен те килсе çитрĕç. Нумай пулмасть пирĕн пата ПЧ-34 пуçлăхĕ И.Иванов, пушар надзорĕн инспекторĕ А.Сапожников килсе кайрĕç, халăхпа тĕл пулса пушар хурăшсăрлăхĕн правилисемпе тепĕр хут паллаштарчĕç. -Оксана Валерьевна, сирĕн тăрăхра патшалăх енĕпе йышăннă халăха хỹтĕлекен программăсем епле пурнăçланаççĕ. - Пĕлтĕр О.Бородин чернобылеца, "Çамрăк çемье" программăпа килĕшỹллĕн С.Григорьевăна, Н.Остроумовăна, В.Стрелкова хваттер илме е çурт тума сертификат парса пулăшнă. Кăçал нумай ачаллă А.Кожухов, С.Макаров, И.Кудряшова çемйисем черетре тăраççĕ. Пирĕн тăрăхра М.Соловьев, П. Башкиров (Услă Пукашра), И.Никитин (Хуракассинче) вăрçă ветеранĕсем пурăнаççĕ. Вĕсене хăй вăхăтĕнче пурнăç условийĕсене лайăхлатма укçан пулăшнă. Тата çакна пĕлтерме кăмăллă, Ваçликассинче 100 çул тултарнă Лидия Герасимовна Тимофеева пурăнать. Хĕллесене вăл хĕрĕ патĕнче хулара ирттерет. Анчах çуллахи вăхăтра ялах туртать унăн чунĕ. Питĕ маттур хĕрарăм. Акă камран пирĕн сывлăх енĕпе тĕслĕх илмелле. -Тавтапуç Сире, Оксана Валерьевна, интереслĕ калаçушăн тата тулли хуравсемшĕн.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
23 января 2016
15:39
Поделиться