Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ватлăха парăнмасть ветеран

Каçхине кăпăшка шурă юр çуса кайнă. Илĕм-тилĕм ирпех урисене йĕлтĕр сырчĕ те Кĕчкей ялĕнче пурăнакан Валя аппа урама тухрĕ. Йĕлме йĕлтĕр айĕнче нăтăрт!-нăтăрт! тăвакан юр кăмăла çĕклерĕ. Акă, вăл "Женьшень" клуб членĕсемпе пĕрлешсе ирхи таса сывлăшпа сывласа ял хапхинчен тухса уялла ярăнса кайрĕ. Нумай çул хушши ялта медсестра пулса ĕçленĕ Галина Анатольевна Волкова хĕтĕртнипе Валентина Степановна та сывлăхне çирĕплетме асăннă клуба çỹреме пуçларĕ кăна мар, кĕçех унăн активлă членĕ те пулса тăчĕ. Халĕ, акă, юр пур чухне-йĕлтĕрпе, ытти чухне чупма кашни кун урама тухать килти ĕçсене пуçтарнă хыççăн ватăлма пĕлмен ветеран. Унччен нихçан та бассейнра пулса курманскер, халĕ пĕр эрне сиктермесĕр çỹрет шыва кĕме. Сăмах манăн 75 çулхи Валентина Степановна Гришина çинчен пырать. Çураласса вăл Кĕчкей ялĕнчех çуралнă, çемьере виçĕ ача пулнă. Валентина - кĕçĕнни. Паллах, кĕçĕннине ытларах юратаççĕ. Çавăнпа та пуль вăл Кĕчкей ялĕнчи шкултан вĕренсе тухсан Çатракассинче 10 класс пĕтерме пултарнă. Малалла вĕренме кайман, амăшĕ ăна, "Кай фермăна ĕçлеме", - тенĕ. Утнă вара Валентина фермăна ирсерен ĕне сума. 15 çула яхăн тăрăшнă вăл кунта. Паллах, çăмăл пулман, ĕнесене ун чухне алăпа сунă-çке. Йывăрлăхсем çинчен калаçма юратмасть Валентина Степановна. Ферма ĕçне пăрахсан хăмла пахчинче 1995-мĕш çулччен тăрăшнă вăл. Пенсие тухичченех 40 çул ытла ял хуçалăхĕнче вăй хунă. В. Гришинăна 1971 çулта "Ĕçри хастарлăхшăн" медаль панă, каярах вара "Ĕç ветеранĕ" медале те тивĕçнĕ. Пĕве кĕрсен, 20 çула çитсен, пур енĕпе те çыпăçуллă Валентина çак ялти илемлĕ те пултаруллă яша, тракториста, Леонид Гришина, качча тухнă. Пĕрле вĕсем 3 ача çуратса ỹстернĕ, çурт туса лартнă. Шел пулин те, икĕ ывăлĕпе мăшăрĕ вăхăтсăр ку пурнăçран уйрăлса кайрĕç. Хĕрĕ, Людмила, хăйĕн çемйипе Ульяновск хулинче пурăнать, предприниматель пулса ĕçлет. Люççапа (хĕрне Валентина çапла чĕнет) кашни кун, каç пулсан, телефонпа çуршар сехет калаçаççĕ. Кил-тĕрĕшри ĕç-пуç çинчен хĕрĕпе амăшĕ чунтан шăкăлтатса йăпанаççĕ. Килти выльăх-чĕрлĕхне те Валентина юратать. Ахальтен мар ĕнтĕ хăйĕн ĕнипе те, кушаккипе те вăл çынпа калаçнă пек калаçать. Килте пĕччен пурăнать пулин те Валентина Степановна кăмăлне хуçмасть. Тата вăл юрлама юратать, чылай сăвăсем пĕлет, яланах шỹтлет. Çак канăçа пĕлмен хĕрарăм çине пăхсан вăл кулянма пĕлмест пуль тесе шутлатăн. Кулянма та, ватăлма та пĕлмест тейĕн Валентина Степановна пирки. Р. ВАСИЛЬЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 января 2016
15:39
Поделиться