Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса

Кукашнири фельдшерпа акушер пунктне улттăмĕш çул ĕнтĕ Светлана Александровна Бушкова ертсе пырать. Унăн пулăшуçи Елена Васильевна Васильева санитаркăра çулталăк ытларах кăна ĕçлет пулин те, ФАП заведующийĕ пекех, питĕ çаврăнăçуллă. Светлана Александровна медицина отраслĕпе хăйĕн пурнăçне 24 çул каялла çыхăнтарнă. Амăшĕ, Валентина Александровна, ĕмĕр тăршшĕпех Сĕнтĕрвăрринчи район больницинче акушер пулса ĕçленĕ. Мĕн чухлĕ пепкене кун çути курма пулăшман пуль вăл! Мĕн чухлĕ ача амăшĕ тав сăмахĕ каламан пуль ăна! Ашшĕ, Александр Иванович, хулари "Проммеханизация", "Чувашкабель", "Авторемзавод" предприятисенче ĕçленĕ пулнă. Халĕ вăл, шел пулин те, ку тĕнчерен уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Хĕрĕ, Светлана, амăшĕн пурнăç çулне, медицина отрасльне суйласа илнĕскер, 18 çул Шупашкарта кардиологи диспансерĕнче вăй хунă. Каярахпа яла куçса килсе ашшĕ-амăшĕн килĕнче пурăнма тытăннă. Яла хуларан куçса килнĕшĕн пĕртте кулянмасть вăл. Ăна кунта килĕшет, хăй те тараватлă пулнăран çыннисем те унпа кăмăллă. Хутлăхра пурăнакан 1200 çынран 800-шне Кукашни ФАПĕн ĕçченĕсем медицина тĕлĕшĕнчен пăхса - сăнаса тăраççĕ, тепĕр 400-не Мария Анатольевна Яковлева фельдшерица медицина тивĕçтерĕвĕсем тăвать. - Иртнĕ çул пирĕн тăрăхра пĕчĕк пепкесем нихçанхинчен те нумайтарах кун çути курнă, вĕсем 12, ытти çулсенче çулталăка çитмен ачасен шучĕ чылай сахалччĕ, - каласа парать Светлана Александровна. - Эпир шкулчченхи ушкăнри ачасене, шкул ачисене, хутлăхра пурăнакан, ĕçлекен çынсене, пенсионерсене сăнаса-пăхса тăратпăр, чир-чĕрсенчен профилактика прививкисем тăватпăр, сыватакан врач çырса панă уколсене тăватпăр. Ватă çынсем юн пусăмне виçтерме те килсе çỹреççĕ фельдшер пунктне. Час-часах шкул ачисемпе те, аслисемпе те тĕрлĕрен чир-чĕрсенчен сыхланассипе, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе (эрех-сăрапа айкашассинчен, пирус сĕрĕмĕпе е наркотиксемпе минрессинчен) профилактика калаçăвĕсем ирттеретпĕр, ун пек мероприятисене çынсем юратсах çỹреççĕ. Г. ТРИФОНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 января 2016
15:37
Поделиться