Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕп тĕллев - хĕле хатĕрленесси

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономикăпа пурлăх пайĕн пуçлăхĕ В.Сергеев ертсе пыракан информушкăн Чăнкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта пуçтарăннă ял халăхĕпе тĕл пулчĕ. Чи малтанах информушкăн членĕсем (вĕсен шутĕнче Патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн инспекторĕ Л.Малов та пулчĕ) шкулта вырнаçтарнă пушар сигнализацийĕ, çивĕч лару-тăрура хăвăрт чĕнтермелли кнопка тата шкул çывăхĕнчи территорие сăнаса тăмалли видеокамерăсем епле ĕçленине тĕрĕслерĕç. Информушкăна шкул директорĕ Л.Мельникова ертсе çỹрерĕ. Пур сигнал памалли тата сăнаса тăмалли оборудование тĕрĕсленĕ хыççăн вăл йĕркеллĕ ĕçлени паллă пулчĕ. Пуçтарăннă халăха информкун йĕркинчи темăсемпе В.Сергеев паллаштарчĕ. Чи малтанах вăл ялхуçалăх ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Пирĕн районта тырпула вырса, тĕшĕлесе илесси малалла пырать. Пуçтарса илмелли лаптăк 7610 гектар йышăнать, çав шутран 2600 гектарĕ - кĕрхи, 5010 гектарĕ - çурхи культурăсем. Кĕрхи тулăпа ыраша вырса пĕтернĕ ĕнтĕ. Çурхи культурăсене те вырма пуçланă. Халлĕхе 7 пин ытла тонна тырă тĕшĕлесе илнĕ. Пуçтарса илнĕ тырпулăн вăтам тухăçĕ пĕр гектартан 20,6 центнерпа танлашать. Кăçал çĕрулмине 413 гектар çинчен пуçтарса илмелле. Районĕпе 1805 тонна утă, 2800 тонна сенаж, 4900 тонна силос, çапла вара кашни ĕне пуçне 21,3 центнер апат единици хатĕрленĕ. 295 гектар çинче кĕрхи ыраш, 150 гектар çинче кĕрхи тулă акса хăварнă. Вячеслав Зиновьевич районти çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хĕллехи хутмалли тапхăра хатĕрлес ĕç епле пыни çинчен те каласа кăтартрĕ. Çак енĕпе ятарлă мероприятисен планне туса хатĕрленĕ, ведомствăсем хушшинчи ятарлă комисси ĕçлет. Паянхи кун тĕлне 79 çуртăн ăшă памалли системине тасатса пысăк пусăмпа тĕрĕсленĕ, 325 метр тăршшĕ пурăнмалли çуртсенчи шыв пăрăхĕсене, 366 метр тăршшĕ канализаци пăрăхĕсене, 49 метр тăршшĕ çутă пралукĕсене улăштарнă, 1479 тăваткал метр çуртсен тăррисене, 291 тăваткал метр отмосткăсене, 5 тĕтĕм çулне, 5 çурт фасадне юсанă. Пирĕн районта 4 котельнăй. Вĕсем пурте юсавлă. "Теплоэнерго" тата "ЭК "Котельная" тулли мар яваплă обществăсем котельнăйсем хутмалли тапхăра хатĕрри çинчен ятарлă паспортсем хатĕрлеççĕ. Çав вăхăтрах çак организацисем тата район администрацийĕн представителĕсем, ертсе пыракан компанисен тата çурт-йĕр пайăрçисен юлташлăхĕсен ертỹçисем панă ăшăшăн пулнă парăма халăхран шыраса илес енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ, çуртран-çурта çỹресе рейдсем ирттереççĕ, пысăк парăма кĕнисене хирĕç суда тавăçсем тăратаççĕ. Патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн инспекторĕ Л.Малов районти пушарпа çыхăннă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Кăçалхи çичĕ уйăхра 21 пушар пулнă, 3 çын вилнĕ, 2 çын аманнă. "Хĕрлĕ автан" 1230 пин тенкĕлĕх сиен кỹнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, пушарсен шучĕ Сĕнтĕрвăрринче (11), Урхас Кушкă, Шĕнерпуç, Кукашни, Атăлçи ял хутлăхĕсенче ỹснĕ. Пушарсен сăлтавĕ - электрооборудовани, вутпа хутмалли кăмакасем юсавсăр пулни, вутпа асăрханусăр усă курни, чĕлĕм туртни. Пушарсен пысăк пайĕ мунчасене тата хуралтăсене сиен кỹнĕ. Информкун йĕркинчи ытти темăсене çутатнă хыççăн Чăнкасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев вырăнти лару-тăру, уйрăмах çынсене уйăрса панă çĕр лаптăкĕсен документацийĕсене кирлĕ шая çитерес ĕç епле пыни çинчен каласа кăтартрĕ. Тĕлпулура ял çыннисем информаторсене сахал мар ыйтусем пачĕç, вĕсем çĕр ыйтăвĕсемпе, урамсене юсассипе, вырăнти налуксене пуçтарассипе çыхăннисем пулчĕç. Хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине чăнкассисем тулли хуравсем илчĕç. И.ВАСИЛЬЕВ



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
22 августа 2015
16:14
Поделиться