Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хуракасси тăрăхĕнчи тĕлпулу

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн йĕркипе информаторсен пĕр ушкăнĕ Хуракасси ял тăрăхне çитнĕ. Федерацин миграци службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ В. Черничкин ертсе пыракан ушкăнта тата çаксем пулнă, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Н. Борисов, район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политика пайĕн пуçлăхĕ С. Арсентьева, Чăваш Республикин ВДПОн вырăнти уйрăмĕн председателĕ В. Семенов, Хуракасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Николаева тата депутатсен Сĕнтĕрвăрринчи район Пухăвĕн депутачĕсем Г. Петров, М. Иванова. Вĕсем вырăнти вăтам шкулти "Светлячок" ача садĕнчи, ял тăрăхĕн администрацийĕнчи, культура учрежденийĕнчи ĕç коллективĕсемпе, ял çыннисемпе тĕл пулса калаçнă. В. Черничкин пухăннисене миграци ĕçĕн системипе паллаштарнă, Н. Борисов ялхуçалăхсенчи уй-хир ĕçĕсем çинче тата пурăнмалли çурт -йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хĕллехи тапхăра хатĕрлес ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Паллах, С. Арсентьева шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленни çинчен каласа панă.Кăçал Хуракассинчи вăтам шкулта уйăрса панă укçа-тенкĕпе спортзала тĕпрен юсанă. Пушар хăрушсăрлăхĕн темипе В. Семенов пухăннисем умĕнче сăмах каланă, ку енĕпе профилактика ĕçне вăйлатма кирлине палăртнă. Шкул директорĕ В. Белова коллектива килĕшỹллĕ ĕçшĕн, район администрацине вара вĕрентỹ учрежденине çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлеме пулăшнăшăн тав тунă. В. ИВАНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
22 августа 2015
16:20
Поделиться