Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнар

Паянхи тĕп редактор колонкинче хускатма палăртнă тема пачах урăххиччĕ. Анчах та Васильев вулаканăн шăнкăравĕ унччен палăртса хунинчен пăрăнма хистерĕ. Темех мар-çке, вулакан çĕклекен ыйтусене эпир яланах мала хума хăнăхнă, ку хутĕнче те çаплах пултăр терĕм. Мĕн пăшăрхантарать-ха Васильев юлташа. Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и, çак çын (шел пулин те, вăл хăйĕн чăн ячĕ-шывне, ăçта пурăннине палăртмарĕ) пирĕн районта тухса тăракан пĕртен-пĕр хаçатпа питĕ кăсăкланать, иккен. "Мĕншĕн-ха район хыпарçи юнкун 8 полосапа вырăсла, шăматкун вара - 4 полосапа чăвашла тухать.", - тет. Вулакан çапла ыйту лартни малтанах тĕлĕнтерчĕ те темелле. Мĕншĕн тесен 20 çула яхăн ĕнтĕ Сĕнтĕрвăрри район хаçачĕ çакăн пек тухса тăрать. Çак икĕ теçеткене яхăн тăсăлнă тапхăрта кун пирки никам та нимĕнле ыйту та паман, кашниех хăй кăмăллакан варианта суйласа илсе тăван район хаçатне çырăннă. Чăвашла вулама юратакансем шăматкунсерен тăван чĕлхепе тухакан кăларăма вулаççĕ, вырăс чĕлхине çеç пĕлекенсем юнкунсерен тухаканнине кăмăллаççĕ. Патшалăхăн икĕ чĕлхипе те вулама пултаракансем вара район хыпарçин комплектне суйласа илеççĕ - вырăслине те, чăвашлине те çырăнаççĕ. Çапла вара район хаçатне виçĕ вариантпа çырăнма пулать. Ку вăл пирĕн тăрăхра пурăнакан халăхшăн чăннипех те меллĕ, мĕншĕн тесен районта чăвашсем те, вырăссем те пурăнаççĕ. Каларăм ĕнтĕ, çак тарана çитиччен асăннă темăна никам та хускатман, ку енĕпе ỹпкелешсе каланине те илтмен. Эппин, çакă пурне те тивĕçтерет темелле. Ытти вулакансемшĕн те уçăмлăрах пултăр тесе, кăштах хаçат историне аса илме те юрать. Тепĕр майлă каласан, дубляжпа тухса тăракан хаçат хăйĕн "сăн-сăпатне" мĕншĕн улăштарнă-ха. Ырă пурнăçран мар, паллах. Ун чухне укçа-тенкĕ енчен питĕ хĕсĕкчĕ. Ĕç укçине кая юлса илеттĕмĕр, ун вырăнне тĕрлĕ кирлĕ- кирлĕ мар тавар пани те пулнă. Финанс тĕлĕшĕнчен йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ предприятисемпе организацисем пĕрин хыççăн тепри хупăнатчĕç. Çав çулсенче тĕп редактор пулса Г. Яковлев ĕçлетчĕ, эпĕ вара унăн дубляж енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Аслă ăрури вулакансем астăваççĕ пулĕ, 1998-мĕш çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа район хаçачĕ дубляжпа мар, урăхла тухса тăма пуçларĕ - çỹлерех асăннă вариантпа - чăвашла уйрăм хаçат, вырăсла та уйрăм. Паллах, çак утăма тăвиччен вулакансен шухăш-кăмăлне те тĕплĕн ыйтса пĕлнĕ, учредительсен сĕнĕвне те шута илнĕ. Кун пек туни хаçат кăларас енĕпе çыхăннă чылай тăкаксене пĕтерме май панă, районта тухса тăракан пĕртен-пĕр кăларăма упраса хăварма шанчăк çуратнă. Дубляжпа кăларнă чух редакцинче 18-20 çын ĕçленĕ пулсан, паян тăххăрăн тăрăшатпăр, вулакан патне эрнере 12 полосапа икĕ чĕлхепе тухакан хаçата çитеретпĕр. Чăн та, пирĕн редакцинче вăй хуракан журналистсен, ытти районтисемпе танлаштарсан, ĕçĕ кăткăс ĕнтĕ - вĕсен вырăсла та, чăвашла та вулакана тивĕçтермелли материалсем çырма пĕлмелле. Икĕ чĕлхепе ăста çырма пултаракан журналистсене тупасси вара пĕрре те çăмăл мар. Пĕр-икĕ сăмахпа дубляж çитменлĕхĕ çинчен те каласа хăварас килет. Тем тесен те вăл иккĕмĕш сортлă хаçат пек туйăнать. Унччен пирĕн пата ял çынни тăван чăваш чĕлхипе çыру ярса парсан, журналист ăна пичете вырăсла хатĕрлесе паратчĕ (мĕншĕн тесен тĕп хаçачĕ "Наше слово" пулнă), ун хыççăн, редактор алă пусса парсан, çак материала тăлмачă (переводчик) чăвашла хаçат валли тепĕр хут чăвашла куçаратчĕ. Хăвăрах шутласа пăхăр-ха, чăваш ялĕнче пурăнакан чăваш çыннин хăйĕн хуйхи-суйхи е савăнăçĕ çинчен тăван чĕлхепе çырнă çырăвĕ хаçат страницине лекиччен миçе "ала" витĕр тухать.! Çакăнта, паллах, авторăн калас тĕп шухăшĕ те çухалать. Кирлех-ши вулакана çавăн пек хаçат. Паянхи кун дубляж патне тепĕр хут таврăнас пулсан эпир хамăрăн вулакансене те çухатма пултаратпăр тата пирĕн штата та ỹстерме лекет. Ку вара каллех пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă. Паллах, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. 1998-мĕш çулта район хаçатне упраса хăварас тĕллевпе эпир сирĕнпе, хисеплĕ вулакансем, çакăн пек утăма суйласа илнĕ пулсан, тен, паянхи кун сирĕн урăхларах сĕнỹсем те пур. Эпир вара вĕсене хаваспах йышăнатпăр. Тен, кỹршĕллĕ Шупашкар район хаçачĕ пек эрнере пĕрре 12 страницăллă хутăшла (вырăсла-чăвашла) хаçат кăлармалла, тен... Пĕр сăмахпа каласан, кашни вулаканăн хăйĕн шухăшĕ. Юлашкинчен тата çакна та каласа хăварам. Эсир хăвăрăн çывăх çыннăрсене хаçат страницисенче кирек хăш чĕлхепе те саламлама пултаратăр, чун-чĕререн тухакан тав сăмахĕсене те çаплах. Вĕсене эпир вырăсла кăларăмра чăвашла е чăвашла кăларăмра вырăсла та пичетлеме пултаратпăр. Ку енĕпе нимĕнле чăрмав та пулма пултараймасть. Пĕтĕмпех сирĕн кăмăлтан килет. Малашне те çапла пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнасчĕ. Паянхи темăна хускатма пулăшнă Васильева та тав сăмахĕ калас килет. Ара, хамăрăн юратнă хаçат шăпи, унăн пуласлăхĕ çинчен пирĕн чи малтан вулаканпа калаçмалла-çке, унăн шухăшне ыйтса пĕлмелле, шута хумалла. С. КУЛИГИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 июля 2015
15:50
Поделиться