Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Паха апат - паха продукци

Урамра - утă уйăхĕ. Вăл хăй пĕлтерĕшне туллин пурнăçласа пырать. Çакна эпир районти ялхуçалăх отраслĕнчи ĕç-хĕл тăрăх та çирĕплетсе калама пултаратпăр. Хальхи вăхăтра районти ялхуçалăх организацийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсем обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлеççĕ. Мăн асаттесен халапне, "Кашни япалан, кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ" тенине тĕпе хурса, çĕр ĕçченĕ çутçанталăкăн çак тапхăрти тивлетне туллин усă курма тăрăшать. Улăх-çаранра ỹснĕ курăка та, нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕнче акса çитĕнтернисене те вăхăтра çулса типĕтме е çийĕнчех силос-сенаж лакăмĕсене хывма васкать. Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, утă уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне районти ялхуçалăх организацийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсенче 1175 тонна утă (плана 105,9: чухлĕ тултарнă), 3900 тонна силос (пĕлтĕртен юлнă 200 тоннăна шутласан - 119,2 : планпа пăхнинчен), 2300 тонна сенаж (181,1: планпа пăхнинчен) туса хатĕрленĕ. Хĕле валли выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлес ĕçе пур хуçалăхра та тимлĕх уйăраççĕ. "НамЭКО" ООО, М. Тагеев, А. Федоров, В. Ермолаев хресченпе фермер хуçалăхĕсенче çак ĕç ăнăçлă пулса пырать. Вĕсенче утă типĕтсе преслассипе пĕрлех сенаж е силос йỹçĕтессине те тимлĕх уйăраççĕ. Сăмахран, "НамЭКО" ОООра 170 тонна утă, 2300 тонна сенаж, М. Тагеев хресченпе фермер хуçалăхĕнче - 280 тонна утă, 1200 тонна силос, А. Федоров хуçалăхĕнче - 120 тонна утă, 1100 тонна силос хатĕрленĕ. "Звезда" ялхуçалăх предприятийĕнче 80 тонна утă типĕтсе хунă. Утă хатĕрлесси тĕлĕшĕнчен В. Ермолаев хуçалăхĕнче те çакнашкал кăтарту. Унсăр пуçне кунта 500 тонна силос та хывнă. А. Белов хуçалăхĕнче силос хывас ĕçе аван йĕркеленĕ. Пурĕ 800 тонна паха апат хатĕрленĕ кунта. Вакăрах хресченпе фермер хуçалăхĕсенче те (Ю. Емельянов, В. Егоров, П. Алексеев тата ытти) утçи аван пырать. Районĕпе пурĕ 1997,8 тонна апат единици хатĕрленĕ, ку кăтарту пĕр условнăй выльăх пуçне вăтамран 16,6 центнер апат единици чухлĕ пулать. Сăмах май каласан, халлĕхе хатĕрленĕ апатăн пахалăхне тĕрĕслеме ветеринари специалисчĕсем хуçалăхсенче анализ тĕслĕхĕсене илнĕ. Кĕçех вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тĕрĕслев витĕр тухса килĕç. Вĕсем пурте аван пуласса шанас килет. Апла пулсан выльăхран туса илес продукци те ял ĕçченĕсене савăнтарĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç вĕçленмен-ха, малалла пырать. Г. ТРИФОНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 июля 2015
13:50
Поделиться