Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Кинофестиваль пурне те килĕшрĕ

Эпĕ кăсăклансах Шупашкарта çу уйăхĕн 18-23-мĕшĕсенче тĕнче шайĕнчи VII-мĕш кинофестиваль епле иртнине сăнарăм. Хăшпĕр мероприятисене хутшăнма та май тупрăм, «Айсылу», «Хорло» илемлĕ фильмсем кайса куртăм. Çак кунсенче мĕнпурĕ 56 фильм кăтартрĕç, 110 тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче фестиваль вĕçленчĕ. Чăваш патшалăх филармонийĕнче тĕрлĕ номинацисен çĕнтерỹçисене (актерсене, кинорежиссерсене) палăртрĕç. Çĕнтерỹçĕ-фильмсем вара «Анне» статуэткăна тивĕçрĕç. Çакăн йышши кинофестивале Шупашкарта ирттерни пирĕн республикăна пысăк чыс кỹрет. Чăваш Ен правительстви культура сферине пысăк тимлĕх уйăрнипе те çыхăннă ĕнтĕ ку. Республикăра пурăнакан çĕршер çын кинофестиваль майĕпе нумай илемлĕ кинофильма тỹлевсĕр пăхма пултарчĕ. И. КАЗАКОВ, Чăваш Республикинчи çыравçăсен пĕрлешĕвĕн членĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
30 мая 2015
15:09
Поделиться