Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Юлашки шăнкăрав янăрарĕ

Кăçал Шуршăлти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула 19 çамрăк 11 класс тата 24 çамрăк 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерчĕç. «Юлашки шăнкăрав» уяв линейки чаплă лару-тăрура иртрĕ, кăçал вăтам шкул пĕтерекенсемшĕн 50-мĕш хут юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çак «коронăллă» уява район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Григорьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Сувар» суту-илỹ предприятийĕ» ОООн директорĕ А. Никаноров, район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ С. Арсентьева, Шуршăл ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В. Алексеев, Г. Терентьева предприниматель хутшăнчĕç. Шкултан вĕренсе тухакансене çак чаплă уявпа саламласа, малашлăх пурнăçра ăнăçу сунса, хăнасем те, шкул директорĕ Е. Егорова, вунпĕрмĕш класăн ертỹçийĕ Н. Львова, вĕсен пĕрремĕш учителĕ И.Николаева ырă сăмахсем каларĕç, А. Г. Николаев космонавт ячĕпе хисепленекен шкул ятне яланах çỹлте тытма чĕнчĕç. Вĕренỹре, спортра ăнăçу тунă ачасене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. А. Никаноров шкула спорт инвентарĕ илме сертификат, Г. Терентьева предприниматель вара 11-мĕш классене асăнмалăх парнесем пачĕç. Кĕçех юлашки шăнкăрав янăрарĕ, тỹпене Раççей ялавĕн тĕсĕсемлĕ шарсем çĕкленчĕç. Ырă çул сире, шкула вĕренсе пĕтерекенсем! Г. ТРИФОНОВА.

 

Иртнĕ эрнекун хулари пĕрремĕш номерлĕ гимназире, Раççейри ытти шкулсенчи пекех, юлашки шăнкăрав янăрарĕ. 26 яшпа хĕр вĕренсе тухаççĕ кăçал çакă вĕренỹ заведенийĕнчен. Вĕсен халь чи яваплă тапхăр — патшалăх экзаменĕсем парасси юлать. Вĕренсе тухакансене ырă çул сунса, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В. Сергеев, Сĕнтĕрвăрри хула хутлăхĕн пуçлăхĕ Л.Пьяночкина, вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн хунтăпа (опекăпа) хỹтĕлев енĕпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Н.Вахтеркина, гимнази директорĕ Н.Давыдова, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Л.Николаева, 11-мĕш класс ертỹçи А.Тимофеева, шкул пĕтерекенсене пĕрремĕш класра вĕрентнĕ В. Павлова ăшă сăмахсем каларĕç. Олимпиадăсенче палăрнă вĕренекенсене çак уявра Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕç. Вĕренсе тухакансен тата вĕрентекенсен ячĕпе çак кун нумай çепĕç юрăсем янрарĕç. Шкул пĕтерекенсем юлашки вальс ташларĕç. Мероприяти юлашки шăнкăравпа вĕçленчĕ. Сăмах май, кăçал пирĕн районти шкулсенчен 96 çамрăк 11-мĕш класс вĕренсе тухать.Вĕсемшĕн те юлашки шăнкăрав янăрарĕ. И.ВАСИЛЬЕВ.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
23 мая 2015
13:22
Поделиться