Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Социаллă сфера аталанать

Олимп чемпионки, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева ертсе пыракан информушкăн чи малтан «Авторемзавод «Марпосадский» ОООра пулчĕ, кунти ĕçченсемпе тĕл пулса калаçрĕ. Информкун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухас умĕн предприяти ертỹçи Г.Шумова кĕскен хăй ертсе пыракан коллективăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çакна палăртни вырăнлă, «Авторемзавод «Марпосадский» ООО Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă районти палăксене юсас ĕçе активлă хутшăннă. Çакăншăн Г.Шумовăна район администрацийĕн Тав хутне парса хавхалантарнă (çỹлти сăнỹкерчĕкре). Нумаях пулмасть республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет туса панăччĕ. Ку ыйту информкун йĕркинчи ыйтусенчен пĕри пулчĕ. Ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Е.Николаева çутатса пачĕ. Вăл докладăн чи пĕлтерĕшлĕ енĕсем çинче чарăнса тăчĕ. «Эпĕ хам Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен пайĕнче ĕçлетĕп. Çакна пĕлтерме кăмăллă, шăпах социаллă ыйтусене татса пама республика бюджечĕн пысăк пайĕ (68,5:) каять. Укçа çине куçарсан ку - 32,7 миллиард тенкĕ. Вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕ, культура тата спорт сферисене аталантарма уйăрнă çак укçана», - терĕ Елена Николаевна. Вăл ытти нумай цифрăсене илсе кăтартрĕ. Раççей Президенчĕн «майри» указĕсене пурнăçа кĕртессине Чăваш Республикин правительстви пысăк тимлĕх уйăрнă. Çак тĕллевпе пĕлтĕр 6781,3 млн. тенкĕ укçа тăкакланă. Ку виçĕмçулхинчен 87,4 : пысăкрах. Палăртнă укçа хисепĕн пысăк пайне (45,6 :) социаллă сферăра ĕçлекенсен ĕç укçине ỹстерме янă. Елена Николаевна, хăй спорт енĕпе нумай çул ĕçленĕ май, çак сферăра пулса иртекен республикăри ырă пулăмсем çинче те чарăнса тăчĕ. Юлашки çулсенче Чăваш Енре спорт сооруженийĕсем тăвасси пысăк хăвăртлăхпа пурнăçланса пырать. Кăçал Шупашкарта Пăр керменĕ хута каймалла. Çакă хĕллехи спорт тĕсĕсене хăвăртрах аталантарма май парĕ. Çамрăксемпе яшсем те пушă вăхăта усăллăн ирттерĕç. Тата Е.Николаева çĕртме уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта çăмăл атлетикăпа Пĕтĕм тĕнчери 6-мĕш ушкăн чемпионачĕ ирттересси пирки аса илтерчĕ, унта пырса Раççей спортсменĕсене хавхалантарма йыхравларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Н. Борисов районти çураки ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Урамсене, парксемпе скверсене, çăвасене тирпей-илем кĕртес енĕпе тăрăшса ĕçлеме кирлине палăртрĕ. Çуллахи вăхăтра шкул ачисен канăвне йĕркелес ыйту çинче те уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Тата тепĕр темăна та çĕклерĕ Николай Николаевич. Халĕ коммуналлă хуçалăх тата çурт-йĕр сферинче ертсе пыракан организацисене лицензи парас тапхăр вĕçленет. Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан çынсем пухусем ирттерсе ертсе пыракан организацисене суйласа илнĕ те ĕнтĕ. Пуху процедурине пурнăçламан çуртсене вара аукцион ирттерсе лицензи илнĕ ертсе пыракан компанисен çумне çирĕплетĕç. Патшалăх пушар надзорĕн инспекторĕ Л.Малов пушарпа çыхăннă районти лару-тăру çинчен каласа кăтартрĕ. Кăçал 16 пушар пулнă (пĕлтĕр çак тапхăр тĕлне 14), çулăмра 3 çын вилнĕ. Пушар кỹнĕ сиен 850 пин тенкĕпе танлашнă. Ытларах чух пушар мунча кăмакисен мăрйисене тĕрĕс мар тунипе, электрохатĕрсемпе тĕрĕс мар усă курнипе тухать. Тĕлпулура информаторсем пухăннисен нумай ыйтăвĕсене хуравларĕç. Эпир вĕсенчен хăшне-пĕрне хамăр хаçатра «Ыйту-хурав» рубрикăпа уйрăммăн илсе кăтартрăмăр. Кăнтăрла тĕлне информушкăн Шĕнерпуçне килсе çитрĕ, кунта ача сачĕ пулнă çуртра (халĕ вăл Шĕнерпуçĕнчи шкулăн çурчĕ шутланать) пуçтарăннă халăхпа тĕл пулчĕ. Хутлăх ертỹçи В.Кириллов ку тăрăхри лару-тăрупа, пурнăçланă ĕçсемпе тата малашнехи плансемпе паллаштарчĕ. Информаторсем каллех кун йĕркинчи темăсене çутатрĕç, ялсенче, çăвасенче, çулсем хĕррисенче тирпей-илем кĕртесси, Акатуя тата Республика кунне хатĕрленесси, ялхуçалăха аталантарасси тата ытти çинчен те калаçрĕç. Тĕлпулу хыççăн В.Кириллов информаторсене Çар мухтавĕн çĕнелсе уçăлнă пỹлĕмĕнчи экспонатсемпе паллаштарчĕ. Кунта ку тăрăхри вăрçă участникĕсен сăнỹкерчĕкĕсене стендсем çине вырнаçтарнă. Никама та манса хăварман. Экспозицие уçас ĕçре хастар пулнисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Е.Николаева хутлăх администрацийĕн ячĕпе Тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Çав кун информаторсем Шĕнерпуçĕнче çĕкленекен çĕнĕ чиркĕве те кĕрсе тухрĕç. Ăна ку тăрăхра çуралнă пуçаруллă çын Григорий Петров хăйĕн укçипе тата хăй аллипе тăвать. Пулăшас текенсем, паллах, татах та пур. Шĕнерпуçĕнче чиркỹ малтан та пулнă. Анчах ăна 1937 çулта аркатнă. Хальхи чиркỹ ĕлĕкхи вырăнĕнчех çĕкленет. И.ВАСИЛЬЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
23 мая 2015
13:23
Поделиться