Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тасалăхпа тирпейлĕх туни те – сума суниех

Аслă Отечествăлла вăрçăра паттăррăн çапăçса нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 70 çул çитрĕ. Ку пысăк та сумлă уяв. Вăрçă паттăрĕсен умĕнче эпир пуçсене таятпăр. Шел пулин те, çултан- çул вĕсен речĕсем сайралансах пыраççĕ. Паллах, вилнисен ячĕсене те пирĕн манмалла мар, вĕсем пирĕн пуласлăхшăн хăйсен пурнăçне, сывлăхне шеллеменнишĕн ялан асра тытмалла, вилтăприйĕсене те тирпейлĕхре тытма тăрăшмалла. Шăп та лăп Çĕнтерỹ уявĕ умĕн Уплер ялĕнчи çынсем ялти масар çине тирпей-илем кĕртме пуçтарăнчĕç. Çакăн йышши массăллă субботник ку таранччен пулманччĕ-ха (ытти çулсенче кашни харпăр хăй тăванĕн вилтăприйĕсене çех пуçтарса тасатнă). Кăçал вара пур ял çынни туслăн тухрĕ. Ара, пурин те масар çинче аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, ашшĕ-амăшĕ юлашки вырăн тупнă-çке. Нумайăшĕ вăрçă хирĕсенчен аманса-сусăрланса килнĕскерсем е чире пула вăйсăрланса çĕре кĕнĕскерсем. Масар çине тасатма тухнисем пурте пĕрле кар тăрса ỹкнĕ йывăçсене пуртăпа, пăчкăпа касса вакласа, çумкурăка кĕреплепе кĕреплесе тасатрĕç, йĕркесĕр ỹснĕ йывăçсемпе кивĕ карта хăмисене те пуçтарса тирпейлерĕç. Леш тĕнчене ĕмĕрлĕхех кайнисене сума суса тасалăх субботникĕсем малашнехи çулсенче те ирттерме палăртрĕç çак кун Уплер çыннисем. Г. ТРИФОНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 мая 2015
16:32
Поделиться