Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Уяв тĕлне – кинофильм

Паян Октябрьски ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă анлă митинг иртет. Унта хутшăнакансене хăйне май кăсăклă парне кĕтет –1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче вăрçă тухсан Октябрьски тăрăхĕнче пулса иртнĕ пулăмсене сăнлакан илемлĕ фильм кăтартаççĕ. Кинона ял хутлăхĕн пуçлăхĕ А.Мясников пуçарăвĕпе ỹкерме йышăннă. Сценарие Е.Матюшова учитель çырса хатĕрленĕ. Кинори сюжет чăн пулса иртнĕ пулăмсемпе çыхăннă. Вăрçă тухнă кун Октябрьскинче ярмарккă пулнă. Савăнакан халăха вăрçă тухнине пĕлни хытă пăшăрхантарса янă. Кивĕ Тукайра пурăннă Давыд Никанорова (рольне Александр мăнукĕ вылянă) салтака кайма повестка параççĕ. Пĕтĕм ял халăхĕ пырать ăна ĕлĕкхи чăваш йăли-йĕркипе вăрçа ăсатма. Уйрăмах юратнă хĕрĕпе сывпуллашма йывăр пулнă салтака. Малалла вара кино ỹкересси Октябрьски ялĕнчи çар комиссариачĕ патне куçать (Çав çурт паянхи кун та пур. Ун фасачĕ çине халĕ «Фашист оккупанчĕсене – вилĕм!» транспарант та çирĕплетнĕ). Унта ĕнтĕ фронта каякан ытти çынсем те пуçтарăннă. Çар комиссарĕ (ун рольне Октябрьски шкул учителĕ В.Кураков вылянă) пуçтарăннисен списокне вуласа парать. Парти райкомĕн секретарĕ (В.Яковлев), ĕçтăвком председателĕ (А.Мясников) повестка илнисен умĕнче уйрăлу сăмахĕ калаççĕ… Кино ỹкернĕ çĕре пĕтĕм ял халăхĕ хутшăннă тесен те йăнăш мар. Çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Октябрьскинчи вăтам шкулăн кадечĕсем тата Шĕнерпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче алла повестка илнĕ çынсен çулĕпе çуран Çĕрпỹри çар комиссариачĕ патне çитрĕç, 6 сехет хушшинче 30 çухрăм утса тухрĕç, кайран хула тулашĕнче палаткăсем вырнаçтарса çĕр каçрĕç, салтак пăтти пĕçерсе çирĕç. Ушкăна Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Н. Васильев, В.Кураков тата А.Афанасьев учительсем ертсе пычĕç. Медицина пулăшăвĕ пама Т.Вотякова фельдшер хатĕр пулчĕ. В.Клюков вара видеоопертор ĕçне турĕ. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Октябрьски ялĕнче юсаса çĕнетнĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă салтаксене халалланă палăк уçăлчĕ, çак ятпа митинг иртрĕ. Тахçанхи палăка «чĕрĕ сывлăш» кĕртнĕшĕн тĕп спонсора - Октябрьски райповĕн Совечĕн председательне Р.Почемова тав тумалла.Палăк валли çăлтăр тăваканни В. Перов пулчĕ. Юсав ĕçĕсене А.Солин, В.Иванов, А.Фомин хастар хутшăнчĕç. Ялти вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă тĕп палăка та юсанă, вăрçăра вилнисен списокне те (331 çын) çĕнетнĕ. Мĕнпурĕ Октябрьски ял хутлăхĕнче 9 палăк юсанă. Паянхи кун тĕлне ку тăрăхра 331 тыл ĕçченĕ пурăнать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисенчен халĕ кунта никам та юлман. И. ВАСИЛЬЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
08 мая 2015
10:03
Поделиться