Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пултарулăхĕпе паллаштарма хавас

Кукашни ялĕн Культура çурчĕ çумĕнчи 17 çынран тăракан пултарулăх коллективĕ ăнăçлă ĕçлет. Çак ушкăна Алевтина Ивановна Васильева ертсе пырать, концертмейстерĕ - баянисчĕ — Герман Николаевич Александров. Хутлăхри 4 ялтан пуçтарăнаççĕ юрă-ташă ăстисем культура вучахне. Хальхи вăхăтра асăннă хор Аслă Отечествăлла вăрçăра ирсĕр фашистсене çапса аркатнăранпа 70 çул çитнине уявлама тăрăшса хатĕрленет. Кунта çỹрекенсем хăйсен концерт репертуарĕнчи номерсене (вăл 30 юрăпа 5 сценкăран тăрать) репетици туса «якатаççĕ». Ялсенчи культура ĕçченĕсемпе пенсионерсем, юрă-ташăна юратакансем Çĕнтерỹ уявне паллă тума яваплă хатĕрленсе эрнере 2 кун пĕрле пухăнаççĕ, концерт савăнăçлă та интереслĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ. Çавна май репертуара маларахри юрăсемпе, çĕнетсе улăштарнă сценкăсемпе пуянлатаççĕ. Пархатарлă ĕçе çамрăксене те явăçтараççĕ. Вĕсен шутĕнче Кукашни шкулĕнче вĕренекен Катя Максимова тата Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлỹ пухакан Жанна Васильева. Çуллахи вăхăтра дачăна Çĕнĕ Шупашкартан пурăнма килекен Валентин Демидов та активлăх кăтартать. Час-часах Кукашни хорĕ районти ялсенчи çынсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарать. Çу уйăхĕнчи Çĕнтерỹ уявĕнче вара вĕсем хăйсен чи чаплă концертне лартса парасшăн. Г.ТРИФОНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
08 мая 2015
10:04
Поделиться