Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Йывăрлăха парăнтарнă

Ачалăх чи савăнăçлă вăхăт. Атте, анне çумра пурри нимĕнпе улăштарайми телей. Вĕсен юратăвне туйса ỹсни, кулса-выляса пурăнни – чи паха вăхăтсем. Анчах вăрçă вăхăтĕнчи ачасен савăнăçĕ сахал пулнă. Уплер ялĕнче 1926 çулта çуралнă, халĕ Лапри Чăрăшкасси ялĕнче пурăнакан Антонина Ивановна Иванован (сăнỹкерчĕкре) пурнăçĕ те çăмăлах килмен. Вăл вăрçă вăхăтĕнче нуша курнă ача. Аслă ỹсĕмри çынсемпе пĕрле, пĕр тан тылра ĕçлесе Çĕнтерỹ кунне çывхартнă. Тоня амăшĕ йывăр чире пула çамрăклах çĕре кĕнĕ. Хĕрача 12 çултах тăлăха юлнă. Вăл вăхăтра Тоня тантăшĕсемпе пĕрлех шкула çỹренĕ, тăваттăмĕш класра вĕреннĕ пулнă. Амăшĕ вилнĕ хыççăн ăна шкула çỹреме пăрахтарнă. Çемьере хĕрсенчен асли пулнă май хуçалăхри хĕрарăм ĕçĕсем пĕчĕк хĕрпĕрчи çине тиеннĕ. Килти ĕçсене пурнăçлама хăнăхса, вĕренсе пынă çемĕн пурнăç майлашăнма пуçлать. Сасартăк хăрушă хыпар, «Вăрçă!» Пуриншĕн те пысăк хуйхă. Çамрăк каччăсене, вăй питти арçынсене, пурне те Тăван çĕршыва хỹтĕлеме илсе каяççĕ. Ялта сусăр арçынсем, хĕрарăмсем, ача-пăчасем кăна тăрса юлаççĕ. Тоня аппа ун чухне 15-16 çулсенчи хĕрача пулнă. Хуçалăхри арçын ĕçĕсем хĕрарăмсемпе хĕрачасем çине тиеннĕ. Тоня аппана лаша шанса параççĕ. Суха тумалла, тырă акмалла, çĕрулми лартмалла. Вăл вăхăтра колхоз ĕçĕсене лашапа тунă. Пĕтĕм ĕçе, хăйне шанса панине тĕплĕн пурнăçлать çамрăк хĕр. Кĕркунне çитсен колхоз тыррине, çĕрулмине фронта ăсатма та лашапа турттарнă. Ир пуçласа каçчен хăйĕн шанчăклă тусĕнчен уйрăлман унăн лаши, хăйне анчах итленĕ. Вăрçă чарăничченех, темиçе çул хушши, колхоза пулăшас тесе вăй-халне шеллемесĕр, çĕрне-кунне пĕлмесĕр йывăр ĕçсене туса пынă. «Ăçтан вăй тухнă-ши.» - тĕлĕнет халĕ ун чухнехи йывăр вăхăта аса илнĕ май Тоня аппа. 1945-мĕш çулта вăрçă чарăнать. Пурнăç майлашăнса пыма пуçлать пек туйăнать, анчах иртерех-ха савăнма. Йывăр пурнăç вĕçсĕр туйăнать. Ĕçлеме ỹркенмен хĕрупраçа торф кăларнă çĕре илсе каяççĕ. Çулла торф кăларнă, хĕлле вăрман кастарнă. Каснă йывăçсене хăйĕн лашипе турттарса тăрать. Шартлама сивĕ пулсан та пĕр кун та ахаль лартман.Пултаруллă хĕре куç хывакансем те тупăннă. Ăна Чăршкасси ялĕнче пурăнакан çамрăк каччăпа паллаштараççĕ. Пĕр-пĕрне кăмăллакан çамрăксем Лапри Чăршкасси ялĕнче йĕкĕт килĕнче пурăнма пуçлаççĕ. Вăл вăхăтра кашни килĕн, хуçалăхра ĕне выльăх, чăх-чĕп пуррипе çуккине пăхмасăр, çу, сĕт, аш-какай, çăмарта, çăм патшалăха парса тăмалла пулнă. Тоня аппа пурăнакан çемьере 2 çул хушши тỹлемен парăм тăнă. Те çавăнтан хăраса, те урăх сăлтава пула хунямăшĕ хăйĕн ывăлне-Саньккана — аяккалла тухса кайма ỹкĕтлет. Хăйсемпе пĕрле çамрăк кинне, çуратма вăхăт çитнĕскере, илмеççĕ. Ăна Чăршкасси ялĕнчех япăхса кайнă кил-çуртра пăрахса хăвараççĕ. Вĕсем тухса кайсан Тоня аппа ывăл ача çуратать, Валери ят парать. Нушаллă пурăннă пулин те унăн икĕ çул хушши пухăннă парăма çав-çавах тỹлеме лекет. Çиме çăкăрĕ пулман. Ĕçлесен те укçа паман. Выçăллă-тутăллă пурăннă хĕрарăм. Пĕчĕк Валерин те ачалăхĕ йывăр килнĕ. Инкек çине синкек тенĕ евĕр, 1961 çулхи çуллахи вăхăтра асар-писер çил-тăвăл çĕмĕрттерсе килсе ялти япăх çуртсене веçех ватса хăварать. Тоня аппа çил-тăвăл çĕкленнĕ вăхăтра колхозра ĕçре пулнă. Килне çитнĕ çĕре унăн пỹрчĕн тăррийĕ пулман, хуралтисем йăтăнса аннă… Йывăрлăхсене парăнма хăнăхман хĕрарăм тапаланса пурнăçне майĕпен майлаштарса ярать. Ывăлĕ те ỹссе çитĕнет. Салтака кайма юрăхлă пулать. Çулталăк салтакра пулнă хыççăн Валерие ăнсăртран пуля пырса тивет. Унăн хул калакĕ аманать. Госпитальте нумай çул сипленнĕ хыççăн ăна тăван килне яраççĕ. Каччăн хăрах алли тытайми пулса юлать. Çапах та çамрăкран нуша курса ỹснĕскер пуçне усмасть, малаллах ăнтăлать. Коопераци институтне пĕтерет, пысăк должноçри çын пулса тăрать. Амăшне пулăшма пуçлать. Халĕ пирĕн Тоня аппа 89 çулта, вăл кил-тĕрĕшре хуллен çỹрекелет-ха. Хам астăвасса вăл пурнăçа ỹпкелешсе калаçнине пĕрре те илтмен. Вăл питĕ ырă кăмăллă, сăпайлă та тараватлă çын. Çак таранччен пурăнса никама та пĕр сивĕ сăмах каласа курман. Хăй пекех, унăн пỹрчĕ те питĕ ăшă, унта пулма кăмăллă. Çамрăксене те çакна каласшăн, аслă ăрури çавăн пек чăтăмлă, çирĕп чунлă çынсенчен пирĕн яланах тĕслĕх илмелле, вĕренсе пымалла, йывăрлăхра та пуçа усмалла мар. Г. ПЕТРОВА.


"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
08 мая 2015
10:00
Поделиться