Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăл медальсемшĕн мар, чĕрĕ юлнишĕн савăннă

Зинаида Михайловна Кожухова 1935 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Кайри Чиперуй ялĕнче çуралнă. Зина ỹссе çитсен Хуракасси ялне качча тухнă. Малтанхи вăхăтра вăл колхозра ĕçленĕ, каярах вара фельдшерпа акушер пунктĕнче санитаркăра тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Зинаида Михайловна хăйĕн пурнăçĕ çинчен çапла каласа пачĕ, «...Çулсем иртсе пынă май аса илмелли темĕн чухлех. 80 çула çитсе пыратăп ĕнтĕ. Пурнăçра лайăх самантсем те, хурланмаллисем те пулнă. Халĕ, акă, Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине уявлама хатĕрленнĕ май атте хăй пурăннă чух каласа кăтартнисем аса килеççĕ. Манăн атте, Михаил Григорьевич Григорьев, 1898 çулта хамăр районти Кайри Чиперуй ялĕнче çуралнă. Çамрăкранах вăрçă мĕнне пĕлме лекнĕ ăна. Вĕсене, икĕ ачана (аттене тата Клементьев Марк Клементьевича), 16 çул тултарсанах 1914-мĕш çулта салтака илсе кайнă. Киле 1924 мĕш çулта кăна таврăннă. Çав хушăра атте патша вăрçинче те, граждан вăрçинче те пулнă. 1925 çулта Анна Трофимовăпа çемье çавăрнă хыççăн тăватă ача çуратса yстернĕ. Асли, Валя, 1927-мĕш çулта çуралнă, чи кĕçĕнни вара Финн вăрçинчен таврăннă хыççăн 1941-мĕш çулта ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче (шăп Мăнкун кунĕнче) çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине аттене 1942-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнче илсе кайнă. Атте вăрçа кайсан анне килте тăватă ачапа тăрса юлнă.Темĕн те курнă вăл вăхăтра, выçă ларма та, çунашкапа вăрмантан вутă турттарма та тивнĕ. Аслă ачисем май килнĕ таран ĕçлеме, аннене пулăшма тăрăшнă. Нумай çапăçусенче пулма лекнĕ аттен, Çĕнтерỹ кунне Берлинта кĕтсе илнĕ, рейхстага штурмланă çĕрте те пулнă. Вăрçă чарăннă хыççăн киле килме тухсан пуйăс çинче салтаксем савăнаççĕ, юрлаççĕ, тет. - Пит ан савăнăр-ха, темскер пуйăс пирĕн патăрта чарăнасшăн мар пек туйăнать,-тесе каланă тет атте. Пуйăс чăнах та Чăваш çĕршывĕнче чарăнман. Салтаксем те килĕсене çитеймен пирки кулянма пуçланă. Вĕсене хĕвелтухăçнелле япун самурайĕсемпе çапăçма илсе кайнă-мĕн. Чылай вăхăт госпитальте выртма лекнĕ аттен. Атте вара киле 1946-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче килчĕ. Вăл утаймиех пулса ларнă. Анне аттене ун чухне Шупашкартан пăрахутпа Сĕнтĕрвăррине ансан лашапа кайса илсе килчĕ. Вăл тĕрлĕрен майпа сиплесе аттене хуллен утакан тунă. Вăрçă хыççăн атте хăмла пахчин бригадирĕ пулса ĕçлерĕ, пахча-çимĕç yстерекен звенона та ертсе пычĕ. Атте пирĕн чылай наградăсене тивĕçнĕ.Унăн патша вăрçинче панă Георгий хĕресĕ, хăй ятне çырса панă сехет те пулнă. Иртнĕ вăрçăра панă « Хĕрлĕ Çăлтăр» орден, виççĕмĕш степеньлĕ «Мухтав орденĕ», «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсем пулнă. «Эпĕ медальсемшĕн мар, хам чĕрĕ юлнишĕн савăнатăп»,— тетчĕ атте. Пирĕншĕн, вăрçă умĕн çуралнă ачасемшĕн, лайăххипе начарри çурмаран пулнă ĕнтĕ. Атте енчен пилĕк ывăлтан виççĕшĕ таврăнайман вăрçăран. Тавах Турра атте вăрçăран, сывлăхĕ чылаях хавшанă пулин те, киле таврăнма пултарнăшăн, пире, ачисене, пурăнма вĕрентсе пырса тĕрĕс çул çине кăларнăшăн. Питĕ лайăхчĕ пирĕн атте. Нумай каласа паратчĕ пире хăйĕн пурнăçĕ çинчен. «Вунпилĕк çул хушши пултăм вĕт-ха эпĕ вăрçăра»,- тесе ассăн сывлатчĕ вара. Каçсерен вăрçă суранĕсем канăçсăрлантарнипе ахлата-ахлата çывăратчĕ… Ытла та хăрушă вăрçă витĕр çĕнтерсе тухнă-çке пирĕн аттесем. Р.МИХАЙЛОВА. Хуракасси ялĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 апреля 2015
08:21
Поделиться