Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăван чĕлхене упрасчĕ

Паян пысăк уяв. Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн 1992 çулхи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ. Пирĕн республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те – чăвашсем пурăнакан пур вырăнта та Раççейĕпех паллă тăваççĕ ăна. Кăçалхипе 23-мĕш хут, шăпах Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, уявлатпăр ку сумлă уява. Çулсеренех çуркуннехи çак ăшă та хаваслă кун Шупашкарти И. Я. Яковлев палăкĕ умне чăваш чĕлхине сума сăвакансем пухăнаççĕ, чĕрĕ чечек çыххисем хураççĕ, тăван чĕлхемĕр чапне мухтаса ырă сăмахсем калаççĕ, сăвăсем вулаççĕ, юрăсем юрлаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Сăмах май каласан, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче те шкулсенче, ача сачĕсенче, культура учрежденийĕсенче ку уявпа çыхăннă мероприятисем сахал мар ирттереççĕ. Пирĕн чăваш чĕлхи мĕн тери пуян та çепĕç, илемлĕ пулни çинчен поэтсемпе писательсем чылай юрă-сăвă, хайлав çырнă, çыраççĕ те. Чĕлхеçĕсемпе ăсчахсем, тĕрлĕ шайри пуçлăхсемпе ахаль çынсем те тĕрлĕрен хаçат-журнал страницисенче пĕрре кăна мар хускатнă çак темăна. Ара, çĕр-пин юрă çĕршывĕнче урăхла пулма та пултараймасть, тăван чĕлхем чăннипех те тивĕç çакăн пек тимлĕхе. Тен, уяв умĕн кун пирки сăмах тапратни кăмăллах та мар пулĕ, анчах мĕн шутланине каласах хăварам. Темшĕн-çке тепĕр чух эпир, чăвашсемех, хамăр чĕлхене хамăр хисеплеме пĕлместпĕр. Ун çинчен хăшпĕр паллăрах кампанисем пынă тапхăрта (тĕрлĕрен суйлавсем е наци конгресĕн черетлĕ канашлăвĕ умĕн, е тата чăваш чĕлхи уявĕ умĕн) аса илетпĕр те, кайран каллех ăна упрамалли, унăн пуласлăхĕ çинчен калаçма манатпăр. Хамăр хушăра пĕр çын вырăс, ытти 10-20-шĕ чăваш пулсан та, тăван чĕлхепе калаçма именетпĕр, вырăсла перкелешме тытăнатпăр. Тĕрĕссипе вара Чăваш Республикинче чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи пекех, патшалăх чĕлхи шутланать. Паллах, тăван тăрăхра – хамăр Чăваш Республикинче чĕлхесем çинчен йышăннă саккун та кирлĕ пек ĕçлеменни кăмăлсăр япала. Акă, республикăри тĕрлĕ ял ячĕсене, хуласен урам ячĕсене е тĕрлĕрен учрежденисемпе организацисен ячĕсене çырнине пăхар-ха, хăшпĕр çĕрте вĕсене вырăсла çеç палăртнă, тепĕр çĕрте (саккун ыйтнă пек) чăвашла та, вырăсла та çырса хунă, анчах вĕсенчен хăшĕсенче тăван чĕлхепе çырнине йăнăшсăр тума пултарайман. Е тата ял халăхĕпе тĕл пулса калаçнă чух тĕрлĕрен шайри пуçлăхсем пĕр именмесĕр вырăсла-чăвашла шаплаттараççĕ, хамăрăн илемлĕ чĕлхене пăсаççĕ. «Значит, животноводсен выльăх апачĕ çитмест тесе грех жаловаться тумалла. Кормасене вăхăтра заготавливать тусан…», — çакăн йышши предложенисем те тухаççĕ вĕсен çăварĕсенчен. Çапла хамăр сисмесĕрех кулăшла лару-тăрăва кĕрсе ỹкетпĕр. Апла ан пултăр тесен, кирек мĕнле шайри пуçлăхăн та тăван чĕлхене çỹплессинчен хăтăлма тăрăшмалла. Атте-анне парнеленĕ чĕлхепе таса калаçмалла. Чĕлхене лайăх пĕлсен калас тенине, хăвăн шухăшусене пурне те вырăс сăмахĕсемпе усă курмасăр ирĕклĕн уçса пама пулать. Хамăрăн паллă ентешĕмĕр, Карапаш тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ Любовь Мартьянова поэтесса калашле, «Чăвашра - шăпчăкĕ юрлать чăвашла! Вăрманĕ те кашлать – чăвашла!..» Эпир те сирĕнпе, хисеплĕ вулакансем, таса чăваш чĕлхипе калаçсах, тăван чĕлхене ĕмĕр упраса пурăнар. Уяв ячĕпе сире, туссем! С. КУЛИГИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 апреля 2015
08:19
Поделиться