Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Уяв умĕнхи курав

Атăлçи патшалăх технологи университечĕн Сĕнтĕрвăрринчи филиалĕн «Садпа парк тата дизайн ĕçĕ» уйрăмĕн студенчĕсем кашни палăрăмлă уяв валлиех тĕрлĕрен илемлĕ куравсем йĕркелеççĕ. Вĕсенче дизайн ỹнерĕн хăйне евĕрлĕхĕпе усă курса алăпа ăсталанă япаласене тăратаççĕ. Акă, хальхинче те православи тĕнне ĕненекенсен чи çутă та аслă уявĕ - Мăнкун умĕн университет студенчĕсем çакнашкал курав хатĕрлерĕç. çĕнĕ çул умĕнхипе танлаштарсан, хĕллехи тематикăна сăнлакан – юр пĕрчи, уяв чăрăшĕ, пас тытнă туратсем вырăнне халĕ вара çурхи кунсемпе çыхăннă - куçа илĕртекен чечексемпе хăюсем хушшинче Мăнкунăн хăйне евĕрлĕ символĕ - тĕрлĕ тĕспе сăрласа илемлетнĕ çăмартасем. Юнашарах йăвара — асамат кĕперĕ пек чăпар хỹреллĕ çăм çипписенчен çыхнă чăхпа кăпăшка, сарă чĕпĕсем. çак илемлĕхе тунă çĕре асăннă уйрăмра вĕренекен хĕрупраçсемпе пĕрле яшсем те активлă хутшăннă. Г. ТРИФОНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
11 апреля 2015
13:28
Поделиться