Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Сăваплă акцие кашнин хутшăнмалла

Ачалăх… Кашни çыннах питĕ çывăх çак сăмах. Ара, çитĕнсе çитсен те пирĕнтен кашниех унăн хаваслă та савăнăçлă самантне яланах асра тытать, кулленхи пурнăçра час-часах шухăшсемпе те пулин «ачалăх утравне» таврăнма тăрăшать, ача чухнехи ырă асаилỹсен ытамне путать. Анчах, кун çути куракан кашни ачах телей курма çуралать пулин те, шăпа тени вара тĕрлĕрен килсе тухать. Хăшĕ çак çут тĕнчене килнĕ самантранах тĕрлĕ чир-чĕрпе нушаланать, теприсем вара, пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕн хỹттине туйманнисем, выçăллă-тутăллă ỹсеççĕ, виççĕмĕшĕсем хăйсене кун çути парнеленĕ амăшĕн ăшшине пачах пĕлмесĕр çитĕнеççĕ. Паллах, çакăн пек йывăр шăпаллă ачасене пулăшасси, вĕсене пĕрлехи вăйпа хỹтĕлесси – пирĕн тивĕç. Чăваш Республикинче ку енĕпе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ, çулсеренех «АЧАЛĂХ ЯЧĔПЕ, АЧАЛĂХШĂН» ыркăмăллăх марафонĕ иртет. Кăçал ăна пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Канаш хулин культура керменĕнче чаплă лару-тăрура уçрĕç. Асăннă мероприятие хутшăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май çакна уйрăммăн палăртрĕ, вăл хăй те, çавăн пекех патшалăхăн тата муниципалитетăн граждан службинче тăракансем пурте çулленех марафон счечĕ çине шалăвăн пĕр пайне куçараççĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулĕ. Сăмах май каласан, асăннă марафон кăçалхине шутласан пирĕн республикăра вунтăххăрмĕш хут иртет. Эппин, ку енĕпе пирĕн пуян опыт пур, ыркăмăллăх акцийĕ çỹллĕ шайра иртесси пирки иккĕленмелли çук. Пĕлтĕр кăна сумлă акци пухмачĕ 9,5 млн. тенкĕлĕх «йывăрланнă». Тата кунта тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пирки те калани вырăнлă пулĕ - Чăваш Ен Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе акци пухмачне муниципалитетсем хывнă нухрат хăйсен тăрăхнех таврăнать. Çавна май унпа мĕнлерех усă курни курăмлă та уçăмлă. Çакна тĕслĕхсемпе те çирĕплетме пулать. Акă, пирĕн пысăках мар районта кăна пĕлтĕр ыркăмăллăх марафонĕнче 158000 тенкĕ укçа пухнă. Ăна пĕтĕмпех хамăр районти йывăр шăпаллă ачасене пулăшнă çĕре янă, çити-çитми пурнăçпа пурăнакан йышлă çемьесенчи 18 çула çитменнисене тỹлевсĕр вĕри апат çитернĕ, вăл е ку чирпе нушаланакансен сывлăхне çирĕплетнĕ çĕре янă, ашшĕ-амăшĕсĕр çитĕнекен тăлăхсене пулăшнă, Чăнкасси тата Кукашни шкулĕсенчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕсем валли теттесем, тĕрлĕ сĕтел-пукан туянса панă. Ыркăмăллăх марафонне Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче пурăнакансем кăçал та пĕлтĕрхинчен кая мар активлăн хутшăнасса шанас килет. Тĕрлĕ предприятисемпе организацисен, учрежденисен коллективĕсем, уйрăм çынсем, бизнес представителĕсем хăйсен сумлă тỹпине çак ырă ĕçе хывасси иккĕлентермест. Эпир вара район çыннисен сăваплă та пархатарлă, ырă ĕçĕсем çинчен «Пирĕн сăмах» хаçатра вулакансене пĕлтерсех тăрăпăр. С. КУЛИГИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
04 апреля 2015
10:36
Поделиться