Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Сĕт пахалăхне тĕрĕслессине вăйлатмалла

Сĕт пахалăхне ỹстересси пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç шутланать. Халăха паха сĕтпе, сывлăхшăн усăллă продуктпа тивĕçтерессишĕн тăрăшмалла. Апла пулсан сĕте тирпейлесе хатĕрлекен промышленноçа чи малтан паха сĕтпе тивĕçтермелле. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн кăçалхи Çырăвĕнче çак ыйтăва та хускатнă. Вăл республикăн Ялхуçалăх, Экономика аталанăвĕн министерствисем тата патшалăх ветеринари служби умĕнче, çавăн пекех районсемпе хуласен администрацийĕсем умĕнче сĕт пахалăхне патшалăх енчен тĕрĕслесе тăрас тĕллев лартать. Таможня союзĕн «Сĕт тата сĕт продукцийĕн хăрушсăрлăхĕ çинчен» техника регламенчĕпе килĕшỹллĕн сĕт туса илес ĕç ерекен чирсем енчен хăрушсăр фермăсенче пулса пымалла. Чĕрĕ сĕтре тата çусăрлатнă сĕтре микроорганизмсемпе антибиотиксем тата ỹт клеткисем таможня союзĕн техника регламентĕнче палăртнă шайран пысăк пулмалла мар. Район администрацийĕнче халăхран сĕт пуçтарас тата унăн хакне йĕркелесе тăрас ыйтусем тăрăх пуçтаракансемпе тата ветспециалистсемпе канашлу ирттернĕ. Унта Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕн çумĕ А. Самаркина тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Григорьев хутшăннă. Канашлура сĕт пахалăхне тĕрĕслесе тăрассине вăйлатма кирлине палăртнă. Районта халĕ халăхран сĕт пуçтарас енĕпе 14 çын ĕçлет. Вĕсенчен кашнин сĕт çăралăхне палăртакан (çав шутра шыв хушнине те) прибор-ареометр тата сĕт пахалăхне тĕпчесе палăртмалли 5 «Лактан» тата «Клевер» лаборатори приборĕ пур. Графикпа килĕшỹллĕн районти ветеринари специалисчĕсем кашни сĕт параканăн тĕрĕслемелĕх виçине ветеринарипе санитари экспертизин лабораторине илсе каяççĕ. Паянхи кун тĕлне сĕтри çу хисепне тата унăн çăралăхне палăртма 745 тĕрĕслев ирттернĕ. Çавна май тĕрĕсленĕ сĕтĕн 10 проценчĕн çу хисепĕпе, 20 проценчĕн çăралăх енĕпе тивĕçтерỹллĕ кăтартусем пулман. Çакă сĕт паракансем хушшинче ултавçă çынсем пурри çинчен калать. Çавăнпа та ку енĕпе халăх хушшинче ăнлантару ĕçне те туса пыма тивет. Пухнă сĕтшĕн малашне те пахалăхне кура тỹлесе тăрĕç. Çапла вара сĕт пахалăхне тĕрĕслесех тăни ултавçăсен шутне чакарма, сĕт пахалăхне ỹстерме май парĕ. В. УЛАНКОВА, районти ветеринари службин пуçлăхĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 марта 2015
10:20
Поделиться