Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрлĕхре – вăй

Андрей Кузнецов «Сĕнтĕр Ен» ентешлĕхе ертсе пыма пуçăннăранпа нумай та вăхăт иртмерĕ. Апла пулин те çитĕнĕвĕсем курăна пуçларĕç.Вăл хăйĕн ĕçне «Сĕнтĕр Ен» ентешлĕх çынсене пĕрлешсе канашлама, аталанма, хутшăну тытма май панине тĕпе хурса йĕркелет. Нумай пулмасть Шĕнерпуç тата Çичĕпỹрт ялĕсенче пурăнакансем ентешлĕх ертỹçипе Андрей Кузнецовпа тĕлпулусем ирттерчĕç. «Ытларах чухне эпир сирĕнпе уявсенче тĕл пулатпăр, пĕлтĕр сирĕн хутлăхри «Кунер» фольклор ансамблĕ хăйĕн пултарулăхĕпе ентешĕсене чунтанах савăнтарчĕ. Ентешлĕхĕн тĕп тĕллевĕ - ентешсемпе пĕрле савăнасси, хуйхи-суйхине, йывăрлăхсене пĕрле çĕнтересси», - çак сăмахсемпе пуçларĕ тĕлпулăва Андрей Кузнецов. – Кăçал ентешлĕх Президиумĕн членĕсем пулма чăн ĕçлес шухăшлă çынсем тивĕçрĕç. Малалла ĕнтĕ пирĕн çĕнĕ утăмсем тумалла, çĕнĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртмелле. Сирĕн Шĕнерпуç хутлăхĕнчен Президиум членĕ - Раççей Федерацийĕн Хисеплĕ строителĕ, Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ строителĕ С. Архипов», - паллаштарчĕ «Сĕнтĕр Ен» ертỹçи. Сергей Архипов хăй Шупашкар хулинче çуралса ỹснĕ. Ашшĕпе амăшĕн пурнăçĕ вара пирĕн районпа çыхăннă, ашшĕ Октябрьски ялĕнче çуралнă, амăшĕ Чурашра кун çути курнă. «Çулсем иртнĕ май тус-юлташ сахаллансах пырать. Ентешлĕхре вăй хурасси çинчен малтан шутламан-ха. Нумаях пулмасть «Сĕнтĕр Ен» ентешлĕхĕн ертỹçи питĕ маттур çын пулнине пĕлсен унпа пĕрле кар тăрса ĕçлеме кăмăл-туйăм çуралчĕ», - каласа пачĕ тĕлпулăва килнĕ паллă строитель. Сергей Альбертовича вырăнти шкулта ĕçлекенсем питĕ лайăх паллаççĕ иккен. Асра юлнă 2012-мĕш çулта çил-тăвăл килсе çапсан, Шĕнерпуç шкулĕ самаях сиенленнĕ пулнă, уйрăмах унăн тăрри. Вăл вăхăтра строительство министрĕн çумĕ пулса ĕçленĕ Сергей Архипов, паллах, ентешĕсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Шкул çивиттине, кантăксене пĕтĕмпех пахалăхлă çĕнетсе улăштарнă. Çичĕпỹртре пурăнакансен хăйсен хуйхи-суйхи. Чи пысăкки вăл – таса шывпа тивĕçтересси. «Пĕччен сурать – типсех пырать, халăх сурать – кỹлĕ пулать»,— çапла ытарлă каланă чăвашсем пĕрле ĕçлеме кирлине палăртса. Апла пулсан çак çивĕч ыйтăва çичĕпỹртсем çитес вăхăтрах татса парасса шанас килет. Тĕлпулу вĕçĕнче икĕ ял çыннисене Андрей Кузнецовпа ывăлĕ, Максим, илемлĕ юрăсем парнелерĕç. Чăваш халăх юррисене пурте пĕрле хумхансах юрларĕç. Çак асра юлнă тĕлпулу пĕрремĕш «чĕкеç» пулчĕ. Малашне те вĕсем кашни ял хутлăхĕнчех иртĕç. Е. МАТЮШОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 марта 2015
10:21
Поделиться