Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Воспитатель - иккĕмĕш анне

Амăшĕ хăйĕн пепкине ача садне çавăртса килет те воспитатель аллине парса хăварать. Кунта урăх тĕнче – ачалăх, юмах, асамлăх тĕнчи. Воспитатель вара çав тĕнчепе ачасене паллаштарать, ертсе пырать, амăшĕ хыççăн пĕрремĕш  вĕрентекен пулса тăрать. Воспитатель ĕçăнче чи кирли, ман шутпа, ачасене юратни. Унăн чунĕпе те ача пулмалла, унсăрăн ачасем хăйсен пĕчĕк тĕнчине сана йышăнмасан та пултараççĕ. Çак пĕчĕк чунсем сана куçран пăхаççĕ, санăн кашни сăмахна, кашни утăмна сăнаççĕ. Вара эсĕ те хăвăн мĕнпур чун ăшшине чăрлаттарса пăхакан куçсене парнелетĕн. Воспитателĕн таса, пысăк, ăшă чунлă пулмалла тесе шутлатăп. Воспитатель пĕчĕк ачасемшĕн тĕслĕх. Тĕслĕх пулма вара нумай, тăрăшса ĕçлемелле. Хăвăн тавракурăмна ỹстерсех пымалла, тĕрлĕ енлĕ аталанмалла, çĕнĕ ăс-хакăл пухмалла.Хальхи пурнăçăн çĕнĕлĕхĕсене ăса хывмалла, компьютер, инноваци технологийĕсене парăнтарса ĕçлемелле.  «Виçĕ професси кăна Турăран, вĕрентекен, судья тата врач», - тенĕ Сократ философ. Ман шутпа, воспитатель çак виçĕ профессие те пĕрлештерет. Лайăх воспитатель вăл врач. Эмелсĕрех, уколсăрах  вăл ачана сăмахпа, сĕнỹпе, кулăпа, вăйăпа сыватма пултарать.  Лайăх воспитатель вăл ăслă судья. Темле хирĕçĕве те, пăтăрмаха та йĕркелеме тăрăшать. Ырăпа усала уйăрма вĕрентет, йăнăш утăмсем тăвасран сыхлать. Лайăх воспитатель вăл актер та, сценари çыраканĕ те, ỹнерçĕ те. Ачасемпе ĕçлеме питĕ интереслĕ. Кашни ача хăйнеевĕрлĕ, характерĕпе те, интересĕпе те, тавракурăмĕпе те, ăсĕпе  те. Кашни ача - уйрăм тĕнче. Ачасене юратнипех воспитатель профессине суйласа илтĕм.  Çакăншăн эпă питĕ савăнатăп. Н. НИКИФОРОВА, Урхас Кушкăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти ачасен пĕрремĕш кĕçĕн ушкăнĕн воспитателĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
07 марта 2015
14:27
Поделиться