Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Фельдшера ял-йыш хисеплет

«Маттур та çаврăнăçуллă», - çапла калаççĕ Сĕнтĕрпуç ялĕнче вырăнти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Ирина Георгиевна Никонорова пирки. Хальхи вăхăтра çын кăмăлне юрама питех те йывăр, çавăнпа та ялти фельдшера çапла мухтани ытахальтен мар ĕнтĕ. Ĕçĕн йывăрлăхне пăхмасăр, профессин «вăрттăнлăхĕсене» пĕлни, медицина пĕлĕвне ялан ỹстерме тăрăшни, çынсемпе (ваттипе – ватă майлă, çамрăккипе - çамрăкла, ачи-пăчипе – ачалла) ăшпиллĕ пулни Ирина Георгиевнăна хисепе кăларнă. Ял хутлăхĕнче пулнă май эпир, хаçат ĕçченĕсем, И. Никоноровăпа тĕл пулса калаçса та илтĕмĕр. Çынна пĕрре курсах кăмăл-сипетне пĕлме пулать тени тỹрре килет пулмалла, чăннипех те Ирина Георгиевна ăшă, ырă кăмăллă çын. Аксарин тăрăхĕнче çуралса ỹснĕскер, Ирина Çатракасси шкулне пĕтерсен пĕр çул хулара тăрăшнă. Тăван ялĕнчи кỹршĕре пурăнакан Зоя аппан ырă тĕслĕхĕ яланах çамрăк хĕрĕн куçĕ умĕнче пулнă. Медицина ĕçченĕ пулнă май Зоя Воротникова çынсене кирлĕ чухне яланах пулăшма тăрăшни, унăн ыркăмăллăхĕ Иринăн ăшне хывăнса юлнă. Çакă вара ăна професси суйласа илме те пулăшнă. 1993 çулта вăл Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Тепĕр виçĕ çултан алла диплом илнĕ çамрăк специалист Сĕнтĕрпуç ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктне ĕçе вырнаçнă. Çак ялтах Ирина хăйĕн ăраскалне те тупнă, Николайпа пĕрлешсе туслă çемье çавăрнă. «Пĕр сисмесĕрех 18 çул çак ĕçре иртсе кайрĕ. Ĕçе юрататăп, кăмăлтан тума тăрăшатăп», - каласа парать Ирина Георгиевна. -Халĕ Сĕнтĕрпуçĕнче 520 çын шутланать, вĕсенчен 120-18 çула çитмен ачасем. Кашни ỹсĕмри çынсем хăйсен проблемисемпе пыраççĕ фельдшер пунктне. Ваттисем ытларах пуç ыратнипе е кашланипе, шăм-шак сурнипе килеççĕ, пĕчĕк ачасене амăшĕсем шăнса пăсăлсан тĕрĕслеттерме-итлеттерме илсе пыраççĕ. Врач хушнă сиплеве тума та киле-киле каяççĕ ял çыннисем. ФАП ача сачĕн çуртĕнче вырнаçнă май пĕчĕк шăпăрлансем яланах фельдшерăн куçĕ умĕнче. Вĕсене те прививкăсем тăвать вăл. Ĕçре вара пĕр хут усă курмалли материалсемпе(шприцсемпе) усă курать. Çак пархатарлă ĕçре Ирина Георгиевнăна Светлана Евгеньевна Чалкова санитарка пулăшать. Вăл фельдшер пункчĕн пỹлĕмĕсенче тасалăхпа тирпейлĕхе тытса тăрать, фельдшер хушнă ĕçсене пурнăçлать. И. Никонорован ĕç вăхăчĕ ирхи саккăртан пуçласа кăнтăрла иртсе виçĕ сехетчен. Кăнтăрлаччен çынсене вырăнта йышăнать пулсан, каçалапа Ирина Георгиевна ял тăрăх тухса каять, ялти ватăсен, çамрăк ачасен сывлăхĕсемпе интересленет, пулăшмалла чухне пулăшать. Çĕрлесерен те ăнсăртран чирлесе ỹкнисем патне ỹркенмесĕр çỹрет. Ирина Георгиевнăпа Николай Алексеевич икĕ хĕр кун çути парса юратса çитĕнтереççĕ. Асли – Оксана – 9-мĕш класра, Аня вара 2-мĕшĕнче вĕренеççĕ. Ялта пурăннă май кил-тĕрĕшре выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ. Вăхăтăн-вăхăтăн, вахта майĕпе кил хуçи Мускава хурала ĕçе çỹрет. Ун пек чухне амăшне Оксанăпа Аня ытларах та пулăшаççĕ. Кил-тĕрĕшри ĕçе мĕн пĕчĕкрен хăнăхса ỹсни пурнăçра кирлĕ пуласса халех ăнланаççĕ хĕр-пĕрчисем. Г. ТРИФОНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
07 марта 2015
14:24
Поделиться