Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Анатолий Рыбкин художник – ентешĕсем патĕнче

«Савăк юрă - чун ăшши, юрлакан ĕçре малта», - тесе юрланă Нарат Чаккинчи Арсентий Петрович Петров йĕркеленĕ хор. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор А. Петров хор ушкăнне 50 çул хушши ертсе пынă, «Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче ялти культурăпа кану центрĕнче Нарат Чакки хорĕн 90 çулхи юбилейне халалласа питĕ пысăк уяв иртнĕччĕ. Нумаях пулмасть вара çак уяв малалла тăсăлчĕ. Наратчаккисем патне Санкт-Петербургран Арсентий Петровичăн мăнукĕ - Художество академийĕн Академикĕ, Раççей халăх художникĕ, профессор, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Анатолий Петрович РЫБКИН килсе çитрĕ. Пултарулăх ушкăнĕ сумлă хăнана хаваслă юрăсенчен хатĕрленĕ программăпа кĕтсе илчĕ. Кунта Анатолий Петровичăн кукашшĕ кĕвĕленĕ юрăсемпе пĕрлех хальхи илемлĕ юрăсем те пулчĕç. Анатолий Петрович тăван кукашшĕне халалласа тунă тата хор çул-йĕрне сăнлакан стендсемпе кăсăкланса паллашрĕ. Наратчаккисене кукашшĕн ĕçне малалла тăсса пынăшăн, манса кайманшăн чĕререн тав турĕ, хăйĕн ку тăрăхри Атăл хĕррине сăнлакан илемлĕ пысăк картинине парнелерĕ. «Хам ĕçпе нумай-нумай çĕршывсенче пулса курнă эпĕ, анчах тăван кĕтесрен, тăван ялтан пахи нимĕн те çук. Эпĕ чăваш пулнăшăн савăнатăп, мухтанатăп. Эсир мана вăй-хăват, çĕкленỹллĕ туйăм парса тăратăр. Хамăр патри илемлĕ вырăнсене ытларах та ытларах ỹкерес килет», - тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне пĕтĕм тĕнчипе чапа тухнă паллă художник. Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарта художникăн персоналлă куравĕ уçăлнă çĕре чĕннине наратчаккисем хапăл туса йышăнчĕç, пурте пырса курма кăмăл пуррине пĕлтерчĕç. Тĕлпулура район Пухăвĕн депутачĕ Г. Петров тата хор ветеранĕ М. Кармаков сăмах каларĕç. Вĕсем Анатолий Петрович Рыбкина тĕлпулăва килме вăхăт тупнăшăн тав турĕç, малашне те пысăк çитĕнỹсем сунчĕç. Тĕлпулу пурин чĕринче те ăшă-ăшă туйăмсем хăварчĕ. «Ырă-сывă, туслă пурăнса, пĕр-пĕринпе хутшăнса, хорăн 100 çулхи юбилейне татах та анлăрах уявламалла пултăр», - терĕç пурте пĕр саслăн. И. ВЕРИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
28 февраля 2015
15:10
Поделиться