Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ыйту- хурав

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕпе усă курса, Урхас Кушкă ял хутлăхĕнче пурăнакансем хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе информушкăн патне тухрĕç. Акă вĕсенчен хăшпĕрисем. - Хĕллехи вăхăтра сĕт хакĕ кăшт та пулин ỹсекенччĕ, кăçал вара çав шайрах, йỹнĕпе – 17 тенкĕпе туянаççĕ. Çав вăхăтрах вара пылак шывсен хакĕсем чылай хăпарчĕç. Улшăнусем пулаççĕ-и ку енĕпе. О. ПЕТРОВА. - Чăн та, туяну хакĕсем йỹннипе кăмăлсăррисем чылай. Çакна шута илсе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев хăйĕн Патшалăх Канашне çуллен яракан Çырăвĕнче Чăваш Ен Ялхуçалăх министерствипе Экономика аталанăвĕн министерствине, ветеринари служби тата районсемпе хуласен администрацийĕсене чĕрĕ сĕт хакне йĕркелештерме сĕннĕ. Çак хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрĕ. Çавăн пекех сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе, вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе тỹлесе тăмалли тухăçлă тытăма 2015 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен туса хума хушнă. - Юлашки вăхăтра таварсем чылай хакланчĕç, ку çех те мар-ха, сипленмелли эмелсен хакĕсем те ỹсрĕç, кăшт та пулин вĕсене чакарма май çук-ши. О. АНДРЕЕВА. - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ А. Самойлова палăртнă тăрăх – хамăр çĕршывра эмел туса кăларакансене чи малтанах хавхалантармалла, сиплев хатĕрĕсене централизациленĕ майпа туянмалла тата препарат хакĕсен мониторингне йĕркелесе тăмалла. Пурнăçшăн уйрăмах пĕлтерĕшлисене ятарлă витрина çине кăларса хумалла. Пациентсене хамăр эмелсен усси ют çĕршывсенчен пĕрре те кая маррине ăнлантарса памалла, аптекăсенче те вĕсене сĕнмелле, вĕсем хакĕпе те йỹнĕрех. - Пирĕн тăрăхра кабель телевиденийĕ тăвĕç-ши. - Халлĕхе кабель телевиденийĕ Шуршăла çитнĕ. Малашлăхра ытти хутлăхсене те çак кирлĕ çĕнĕлĕх çитмелле.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
21 февраля 2015
14:58
Поделиться